Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешсем сăмах пирĕн базăра пур.
Лешсем (тĕпĕ: лешсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен вӗсем те хурахсене пӗтермешкӗн ҫав тери ҫине тӑрса ыйтаҫҫӗ-тӗк, эппин, лешсем пӗтӗм чӑваш халӑхне шутсӑр тарӑхтарса ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем халлӗхе нимпех те савӑнтараймарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пуслӑх Мишши те систерсе ӗлкӗретех пире, лешсем яла унсӑр, участок милиционерӗсӗр, килес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем пӳртре мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем пурте пӑшалпа.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем унпа пуплешесшӗн пулмарӗҫ, сисчӗвленсе, хӑвӑртрах пӑрӑнса утма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те хӑй шырама-курма пӗлмерӗ, те лешсем чӑнахах та сахал.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем халӗ сӗрлеҫҫӗ пулӗ-ха, пире тытас тесе, унта та кунта тапӑсем лартаҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Калюков тепӗр куннех Валетпа Йыснана ҫула кӑларса ячӗ те, лешсем, ҫывӑхри ялсене ҫӳреме юраманнине асра тытса, чугун ҫулпах таҫта кайса килчӗҫ, каҫалапа икӗ кутамккапа темиҫе ҫыхӑ йӑтса таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем те, хурахӗсем, пӗли-пӗлми ӗҫшӗнех ҫӗр ҫӗмӗрсе ҫӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Васильев хушаматлӑ кӗҫӗн милиционер кӑна, халап-шӳт кала-кала, юлташӗсене култарма тӑрӑшрӗ, каярах, лешсем пит хаваслах маррине сиссе, вӑл та шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем пек лагерьте пурӑнмаҫҫӗ, хӑйсем ҫав тери тискер, ҫынна ним мар вӗлереҫҫӗ, шутсӑр асӑрхануллӑ тата, нумай-нумай ялсенче хӑйсен ҫыннисене тытса тӑни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӳнтеленсем вӑрӑ-хурахсем ҫинчен кала-кала панине Крапивин татах аса илчӗ те лешсем ушкӑнра Минин сӑнлӑ ҫынна час-часах курнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пире мар, вырӑс хресченӗсене тав тӑвӑр , — теҫҫӗ лешсем кӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем пӗр-пӗринпе сӑмах татнӑ тейӗн, иккӗшӗ те таврари хурахсене хӑвӑртрах тытса пӗтерме ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лешсем, япалисене пӑрахсах, тарса хӑтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лешсем, шайтансем, эпӗ кӳршӗ яла кайса килнине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем хирӗҫ тӑмарӗҫ, вӑрманалла чӑл-пар саланса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем, ытти милиционерсене хӑваласа ҫитейменскерсем, аманнӑ Александрова тӗп тӑваҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем, юнашар урама пӑрӑнса, Курносовсен килӗ умне чарӑнсан кӑна кӳршӗсем ку хӑнасемпе кӑсӑкланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех