Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та Хлихха каҫсерен крыльца ҫине баян мар, алӑран яман пуртӑ аври пекех якалса-ҫуталса кайнӑ кивӗ купӑсне тытса тухать, туя, ҫӗн хӑтана чӗнсен те, ӑнах йӑтса ҫитет.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Тавралӑха каҫ сӗмӗ хупласа илсен тин Аннушкин, Бианка виллине кивӗ ҫӑм кофтӑпа чӗркесе, шӑтӑк тӗпне майласа хучӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унпа юнашар, дача лартас ӗмӗтпе-ши, кирпӗч купаласа хунӑ, унтах тимӗр кӑшӑллӑ кивӗ катка йӑвантарнӑ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Манӑнни пек кивӗ пӳрт кассипе те Волков Кирукӑн ҫеҫ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пӗррехинче, уйӑх каялла ҫеҫ-ха, Тимуш, тем шыраса, кӗлетри ҫӳпҫене уҫрӗ те унта, кивӗ учебниксемпе тетрадьсем ҫинче, Верук ҫырӑвӗсем выртнине курчӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хветура пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пӗшкӗнчӗ те кӗтесри кӗленче савӑт-сапана чанкӑртаттарчӗ, унтан тепӗр кӗтесе кайса тӑчӗ, кунта кивӗ хаҫатсене пуҫтарам пек турӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Унта вӑл милӗксемпе курӑк ҫыххисене чӑштӑртаттарса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те алкум урайне темтепӗр пӑрахма тытӑнчӗ: кӑшкарсем, чӳпӗк тултарнӑ хутаҫ, ҫип ҫӑмхисем, кивӗ тумтир, шӑтӑк витре, тыткӑҫсӑр питлӗх.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тимуш та ҫӗкленчӗ, карта патне пырса, хупах татрӗ, унпа кивӗ пӑтасене чӗркесе тытрӗ те Укаҫ хыҫҫӑн утрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пӳрчӗ кивелсе ҫитнӗччӗ Кӗҫтукӑн — кивӗ пӳрчӗпе юнашар ҫӗнӗ пӳрт, чул ҫурт купалама тытӑнчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Мунча умӗнче Тимуш кӳлленчӗке кӗрсе кайса пушмакне вараларӗ, кӗлет умӗнче вӑл тусанлӑ хӑмана ҫурӑмӗпе тӗртсе ӳкерчӗ, лупасайӗнче ун ҫине шӑши каснӑ кивӗ улӑм юхса анчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Малтан вӑл кивӗ йывӑҫ пӳрте сиплет, унтан, ӗҫленӗҫемӗн хӗрсе-хӗрсе каять те, йывӑҫ пӳртпе юнашар чул пӳрт ҫавӑрать, вӗсен хушшине ҫенӗк майлаштарса, урамалла крыльца кӑларать.
XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫав кивӗ ҫуртсенче.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кивӗ йӑвана аркатмалли вӑхӑт ҫитрӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пирӗн кивӗ тӑлӑп пурччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унта, ҫурма тӗттӗмре, вӑл пӗр хушӑ кӑштӑртатрӗ-кӑштӑртатрӗ те йӑлтах улшӑнса тухрӗ; кивӗ тумтирне хывнӑ, пурҫӑн пижама тӑхӑнса янӑ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вараланса пӗтнӗ, кивӗ, чӑхсем ларакан кашта айӗнче выртнӑ, тейӗн.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Кунта туса хунӑ водонапорный башня кивӗ микрорайонсене шывпа тивӗҫтерет.
Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo
Кивӗ ку зданийӗ.
Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE
Настьӑн Кивӗ Тутайкассинче Надя ӑҫтарах пурӑннине пӗлес килчӗ.Тут Насте стало любопытно, где же в Старом Акташеве живет Надя.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
Кивӗ Тутайкассинче ҫул хӗрринче кунти ҫынсем пулӑ тытнӑ пӗве пур.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632