Шырав
Шырав ĕçĕ:
Буфетра икӗ таса мар турилкке, икӗ кружка тӑрать — анчах пӗр хытса кайнӑ ҫӑкӑр татки те ҫук.На полках две грязные тарелки, две кружки — и ни одной сухой корочки.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӑмакин икӗ айӑккинче те, койкӑсем ҫинче, ҫӗтӗк ҫӑм чӑлхасемпе лутӑрканса пӗтнӗ гимнастеркӑсем тӑхӑннӑ — пӗр ҫирӗм ҫулхи штабс-капитан, тата тепӗр ҫирӗм икӗ ҫулхи подполковник выртаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн икӗ енӗпе темле икӗ ҫар ҫынни лараҫҫӗ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Икӗ работница класа хаҫатпа витнӗ пысӑк турилкке йӑтса кӗчӗҫ, кашни вӗренекенех пӗрер татӑк селедка пачӗҫ, анчах ҫӑкӑрсӑрах ҫиме лекрӗ, унсӑр пуҫне тата икшер тутлӑ ландрин тыттарчӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кивӗ тимӗр-тӑмӑр айӗнчен вӑл тутӑхса кайна, пасланнӑ тимӗр тӑлӑ туртса кӑларчӗ-хӑрушӑ, чӗрӗ ҫӗлен евӗрлех вӑл, ик вӗҫӗнче икӗ «сулӑллӑ» сӑнчӑр.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ӗнтӗ икӗ старикӗ те ӑна портретсенче ӳкерсе кӑтартнӑ пек сӑнлӑ мар, Доре ӳкерчӗкӗсенчен чӗрӗлсе аннӑ, пурне те пӗлекен, пурне те тарӑннӑн ӑнланакан икӗ мӑн сухаллӑ улӑп майлӑ туйӑнса тӑчӗ.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах кунта, кӳлӗ ку енчи ҫаранлӑха, килес умӗн юлашки икӗ кун хушшинче ҫав пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ туйӑм виҫҫӗмӗшпе, пушшех те кӑткӑссипе, улшӑнса ылмашрӗ: Зиновьева Ленин юри ҫеҫ хӑйне патвар та хаваслӑ пек кӑтартнӑн, тӗрӗссипе вара вӑл революципе ӗҫ тухманнине, хӑйсене асаплӑ шӑла кӗтнине, ку чухнехи пилатсем — Плехановсем, Потресовсем тата Черновсем ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вӑхӑтлӑх правительство палачӗсем вырӑссен телейсӗр Робеспьерӗпе унӑн юлташӗсене асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗн туйӑнчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпӗ пуҫа ытлашши ватмасӑрах пӗр йӑхра вӑрӑм янахлӑ ҫынсем мӗнле пулса кайнине, тепӗр йӑхри икӗ сыпӑкра та ҫынсем мӗншӗн мошенниксем пулнине, ҫав йӑхри каярахри икӗ сыпӑкри ҫынсем мӗншӗн ухмахсем пулнине, виҫҫӗмӗш йӑхри ҫынсем мӗншӗн ӑс-тӑнлах мар пулнине, тӑваттӑмӗш йӑхри ҫынсем мӗншӗн ултавҫӑсем пулнине ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илтӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патша ҫӗлӗкӗсем тӑхӑннӑ ҫынсем курас вырӑнне эпӗ пӗр династире икӗ скрипач, патша ҫуртӗнче пурӑнса тем те пӗр куркаланӑ виҫӗ ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫын, итальянецсен пӗр прелатне; иккӗмӗш династире вара парикмахера, аббата тата икӗ кардинала кӑна куртӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем шантарса каланӑ тарӑх, ҫӳлӗ вырӑнти ҫилпе уҫӑ сывлӑш шыва хумхантарса ярса, унӑн юхӑмне тӳрӗ вырӑнта юхса выртнинчен вӑйлантарса яма пултараҫҫӗ; кунсӑр пуҫне питех те ҫӳлтен сиксе анакан шыв вӑйӗ икӗ хут ӳсме, ҫакна пула арман малтанхинчен икӗ хут ытларах ӗҫлеме пултарнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунсӑр пуҫне вӗсем икӗ пӗчӗк ҫӑлтӑр, Марсӑн икӗ спутникне тупнӑ.Кроме того, они открыли две маленькие звезды, или два спутника, обращающихся около Марса.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Королӗн икӗ енче те хӑмпӑ ҫыхнӑ патак тытса икӗ ҫамрӑк тарҫӑ тӑраҫҫӗ.По обеим сторонам короля стояли два пажа с пузырями в руках.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗчӗк илемлӗ япаласем тӑвакан тепӗр чаплӑ ӑста слон шӑмми евӗрлӗ темле материалтан хыҫлӑ, чавсаланса лармалла икӗ кресло, икӗ сӗтел тата ман япаласене хума комод туса пачӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Атьӑр-ха вӗсене пурне те асӑнса тухар, ашшӗ — Антон, амӑшӗ — Альма, йӑмӑкӗ — Ида, хуҫалӑхра пулӑшакан Альфредпа Лина тата икӗ лаша, икӗ вӑкӑр, сакӑр ӗне, виҫӗ сысна, теҫеткене яхӑн сурӑх, вун пилӗк чӑх, пӗр автан, пӗр кушакпа пӗр йытӑ.
Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпӗ капитана икӗ енчӗкне, енчӗкӗсенчи икшер ҫӗр спругӗпех патӑм, тата Англие таврӑнсан ӑна пӗтӗ ӗнепе сурӑх парне пама пултӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсен шучӗпе аллаппи ҫавракӑшӗ пуҫ пӳрне ҫавракӑшӗнчен икӗ хут ытларах, мӑй ҫавракӑшӗ аллаппи ҫавракӑшӗнчен икӗ хут ытларах.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ак мӗншӗн кунти суд тавраш учрежденийӗсенче тӗрӗс суда ултӑ куҫлӑ хӗрарӑм евӗрлӗ туса кӑтартаҫҫӗ — икӗ куҫӗ малта, икӗ куҫӗ кайра, айккисенче пӗрер куҫ, — кусем вӑл пит сыхӑ тӑнине кӑтартаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӗрӗссипе каласан, ик патшалӑх хушшинче суту-илӳ вӑйлӑ пыни, кӳршӗри патшалӑхран хӑваласа янӑ ҫынсене Лилипути те, Блефуску та йышӑнса хӑналаса усрани, унтан тата чаплӑ ҫамрӑк ҫынсене тӗнчене курса ҫӳреме, ҫынсен пурнӑҫӗпе, йӑлисемпе паллашма ярас йӑла пурри вӗсене ют чӗлхесене вӗренме пулӑшать, ҫавӑнпа кунта икӗ чӗлхе пӗлмен ҫынна вӗреннӗ улпутсем, тинӗс хӗрринчи хуласенчи моряксемпе хуҫасем хушшинче сайра ҫеҫ тӗл пулма пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ хамӑн икӗ пистолетпа икӗ сумкине хатӗрӗ-мӗнӗпех патӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Алӑкӑн икӗ енче, ҫӗртен ултӑ дюйм ҫӳлӗшӗнче, икӗ чӳрече.По обе стороны дверей, на высоте всего шести дюймов от земли, было два окошка.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.