Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Республики пӗр вӗҫӗм ҫӗнелсе улшӑнать, пурӑнма хӑтлӑ та илӗр-тӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать.

Благодаря вашему созидательному труду Чувашская Республика постоянно преображается, становится комфортным и привлекательным местом для жизни.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Асӑннӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫ ҫынна ҫур ҫултан ҫеҫ тупайнӑ.

Человека, способного занять данное место, нашли только через полгода.

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

Ҫӑлавҫӑсен, транспорт полицийӗн экипажӗсем вырӑна тӳрех васканӑ, ҫав тӑрӑхра пулнӑ пулӑҫсемпе пӗрле 8 ҫынна тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Тӑма трепел, пӑчкӑ кӗрпи хушаҫҫӗ, лайӑх ҫӑрнӑскере ҫӗҫӗсем касса кирпӗч формине параҫҫӗ, вӑл вара тӗрлӗ оборудовани витӗр тухса типӗтмелли вырӑна ӑсанать, кунта пӗр тапхӑр тытнӑ хыҫҫӑн кушӑхнӑ кирпӗч ҫут ҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен кӑмакасене пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Сцена ҫинчи ытти вырӑна вара хӗрарӑмсем йышӑнчӗҫ тени те йӑнӑш мар: «Инкост» компани мастерӗ Валентина Гусева, «Шупашкарти промстройпроектӑн» тӗп инженерӗ Ольга Михайлова, СУ-28 тӗп бухгалтерӗ Ольга Шикунова, ыттисем…

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Арсений Мартынов ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ, Иван Хрисанов иккӗмӗш вырӑна тухнӑ, Савелий Белков виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх кунӗ ачасене савӑнӑҫ кӳнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81%d1% ... ay%d0%bde/

Ҫӑлавҫӑсем хӑйсене вӑрах кӗттермен, инкек пулнӑ вырӑна тӗрлӗ йышши техникӑпа кӗске вӑхӑтра ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пушарта» виҫӗ ҫынна ҫӑлнӑ, пӗрне чӳречерен пусмапа антарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d0%bf%d1% ... bd-%d0%bf/

Ҫакнах пысӑк кӑтартусем, тӗрлӗ мероприятисенче вӗсем малти вырӑна тухни ҫирӗплетсе парать те», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Пӗр вырӑна мӗнпур ҫамрӑка пухма аван, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе паллашма меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Ҫак ретре — маркетплейссем, таварсене, ҫав шутра апат-ҫимӗҫе тата общество апатланӑвӗн продукцине клиентсем ыйтнӑ вырӑна леҫсе паракан службӑсем аталанаҫҫӗ.

Это маркетплейсы, службы доставки товаров, в том числе продуктов питания и продукции общепита.

Олег Николаев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/22/ole ... ika-torgov

Палӑртнӑ вырӑна министрпа пӗрле муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, шкул директорӗ Ирина Соловьева, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова ҫитсе ӗҫлӗ калаҫу йӗркелерӗҫ, юсав ӗҫӗсене пӑхса хакларӗҫ, кирлӗ йышӑну турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%b2%d3%9 ... %80%d0%b0/

Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

372-летний дуб Чувашии собрал наибольшее количество голосов и вышел на первое место.

Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» ята илнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35611.html

Тепӗр вырӑна — Кӗтерне кӗперне пӑхса тухнӑ.

Следующим местом обозрения стал «Екатерининский мост».

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

Тӗслӗхрен, «Иванпа йӑмӑкӗ» юмахӑн оригиналӗнчи пӗр вырӑна кӑна илер: Иван тулта ларнӑ чух килчӗ пилӗк пуҫлӑ ҫӗлен.

В сказке «Иван и младшая сестра» речь идет о поединке Ивана со змеем, расправившись с которым Иван закопал его головы в землю.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Унта кӗскерех, ӑс вӗрентсе калакан халӑх сӑмахлӑхӗн илемлӗ тӗслӗхӗсем малти вырӑна тухаҫҫӗ, анчах паттӑр юмахӗсем кӗмен.

поэтому в них прежде всего нашли отражение короткие поучительные рассказы (богатырских сказок нет).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Хӗвел айӗнчи вырӑна» ҫӗнсе илме лайӑх тапхӑр.

Хороший период для завоевания «места под солнцем».

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавна май ССР Союзӗнчи халӑхсен культурисен социализмлӑ содержанине аталантарассине тӗп вырӑна хурса, парти вӗсене малалла та пӗр-пӗрне пуянлатма тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшса пырӗ, вӗсен интернационализмлӑ никӗсне ҫирӗплетме, ҫапла майпа коммунизм обществинчи пӗтӗм этемлӗхӗн пулас вӑхӑтри пӗр-пӗтӗм культурине ӳссе йӗркеленме пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чаплӑ пай хыҫҫӑн унчченхи ӗҫтешсене пытарнӑ вырӑна тухса кайнӑ, вӗсен вилтӑприсем ҫине чечексем хунӑ, пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Июлӗн 3-мӗшӗнче ГИБДД сотрудникӗсен професси уявӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... av-3326836

Ҫулран ҫул Раҫҫей Федерацийӗн спортӑн тӗрлӗ енӗпе малти вырӑна тухни, Федерацин пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче пирӗн спортсменсем йышлӑн пулни те ҫакнах ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Мӑнукӗ кунта ҫӳренине курсассӑн пӑшала урӑх вырӑна куҫарса хума та пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех