Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн хӑваласа килет вӗсене кунта? — тавҫӑрса илме тӑрӑшать лавҫӑ. — Пӗр тесен, мӗне кирлӗ мана?

И что их сюда несет? — недоумевал возчик. — А впрочем, мне-то что за дело?

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Вӑл, — тенӗ Лу Синь, — пире тӗнчере икӗ тӗрлӗ ҫынсем — пусмӑрлакансем тата пусмӑр тӳсекенсем — пулнине ӑнланса илме пулӑшрӗ…»

«Она, — подчеркивал Лу Синь, — дала возможность разглядеть, что в мире существует два рода людей — угнетатели и угнетенные…»

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Франци министрӗ Талейран вара хӑй енчен датчансенчен нейтралитета пӑрахӑҫлама, хрантсуссен ҫарне хӗҫпӑшалпа пулӑшма ыйтнӑ, апла тумасан Гольштейна ҫавӑрса илме Бернадот маршала ярассипе хӑратнӑ.

Французский министр Талейран, в свою очередь, требовал от датчан отказа от нейтралитета и вооружённой поддержки французской армии, угрожая в противном случае направить на завоевание Гольштейна маршала Бернадота.

Копенгагена бомбӑлани // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BD%D0%B8

1934 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Итали ҫар карапӗсем Дурревс патӗнче манёврсем туни Албанире ҫӗнӗ концессисем илме пулӑшайман.

Манёвры итальянских военных судов близ Дурреса в июне 1934 года не помогли получить новые концессии в Албании.

Ахмет Зогу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D1% ... 0%B3%D1%83

Эпӗ, хамӑн ҫарпа вӗҫев ӑсталӑхне ӳстерме, ҫӗнӗ пӗлӳсем илме столицӑна вӗҫетӗп.

Я лечу в столицу, чтобы совершенствовать своё военное и лётное мастерство, приобретать новые знания.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫакна туйса илни пире хамӑрӑн пысӑк ответлӑха ӑнланса илме, дисциплинӑна ҫирӗплетме пулӑшрӗ, хамӑрӑн пӗлӗве пӗрмай ӳстерсе пыма, сывлӑшри ҫапӑҫура лайӑхран та лайӑх мелсем шыраса тупма май пачӗ.

Это сознание воспитывало в нас чувство величайшей ответственности, воспитывало внутреннюю дисциплину, заставляло упорно работать над собой, постоянно толкало к поискам новых эффективных методов ведения воздушного боя.

4. Совет Союзӗшӗн тӑрӑшса пурӑнӑп! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак аслӑ куна ҫапӑҫу хирӗнче, фронтри лётчиксен туслӑ ҫемйинче кӗтсе илме ӗмӗтленсе пурӑнаттӑм.

Я мечтал встретить этот великий день на боевом посту, в дружной фронтовой семье лётчиков.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗр кун хушшинче лётчик ҫапӑҫӑва тӑватӑ хут вӗҫсе кайма задани илнӗ пулсан, вӑл лётчик вара командиртан пилӗкмӗш хут вӗҫсе кайма задани илме тӑрӑшать.

Если лётчик получал задание сделать за день, скажем, четыре боевых вылета, то он добивался у командира разрешения на пятый вылет.

17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ӗҫре ҫӗнӗ майсем шухӑшласа кӑларни тата ӗҫе пур енчен те тӗплӗн хатӗрленсе пыни совет лётчикӗсене кӑткӑс техникӑна вӗренсе алла илме май пачӗ.

Подлинное новаторство и тщательная подготовка позволили советским лётчикам овладеть сложнейшей техникой.

16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Лётчиксем тем пекех фотокинопулемет ӳкернӗ пленкӑна майласса кӗтетчӗҫ, мӗншӗн тесен хӑш чухне, йывӑр ҫапӑҫусенче ывӑннӑ хыҫҫӑн, сывлӑшра мӗнле вӗҫсе мӗн тунисем ҫинчен аса илме йывӑр пулать.

Лётчики с нетерпением ждали проявления плёнки. Иногда после напряжённого боя трудно бывает вспомнить и установить последовательность своих действий.

12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пиччесем вилни ҫинчен, уйрӑммӑнах Григорий мӗнле вилни ҫинчен пӗлсен, эпӗ мӗнле кулянса хуйхӑрнине такам та ӑнланса илме пултарать.

Каждый поймёт, что я пережил, узнав о гибели братьев, особенно о том, как погиб Григорий.

10. Атте ҫырӑвӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑвӑрпа Зорькӑна та илме пултаратӑр.

Можете взять с собой Зорьку.

8. Командировка // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗтӗм полк савӑнса ҫак пысӑк праҫнике кӗтсе илме хатӗрленет.

Весь полк радостно готовился к этому большому празднику.

7. Гварди ялавӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах эпӗ ҫакна кӑна ӑнланса илме пултартӑм: манӑн хамӑн тӑван чаҫпе уйрӑлмалла пулать.

Но до моего сознания дошло лишь одно: придётся расстаться с родной частью.

1. Вӗренӳ аэродромӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кӑткӑс, тӗл-тӗл чӑрмавлӑ, анчах та питӗ илӗртӳллӗ пӗлӳ ҫулӗпе сире ҫирӗппӗн утма, темле пулсан та лайӑх паллӑсем илме, интереслӗ те паллӑ пулӑмсемпе пуян пурнӑҫ сунатӑп!

Желаю уверенно шагать по сложной, местами тернистой, но увлекательной дороге знаний, непременно отличных оценок, интересной и насыщенной событиями жизни!

Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/01/pozdra ... aeva-s-dne

16 пин арҫын ачапа хӗр ачашӑн вара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ уйрӑмах асра юлмалли кун пулса тӑрӗ — вӗсемшӗн шкулта пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрӗ, 11 пин ҫамрӑк хӑйсем суйласа илнӗ тата вӗсемшӗн ӑнӑҫлӑ малашлӑх пиллекен профессие ҫине тӑрса алла илме тытӑнать!

А для 16 тысяч мальчишек и девчонок 1 сентября станет особенным днём – для них прозвенит первый звонок в школе, 11 тысяч молодых людей начнут всерьёз осваивать выбранную ими профессию, которая определит их успешное будущее на годы вперед!

Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/01/pozdra ... aeva-s-dne

Хама тӑван полкран чӗнсе илме пултарасси ҫинчен нихҫан та шутламанччӗ эпӗ.

Никогда я не думал о том, что меня могут отозвать из родного полка.

30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Питӗ йывӑр самант килсе тухрӗ, тавраналла пӑхса илме те вӑхӑт ҫук.

Обстановка напряжённая, нет времени осмотреться.

28. Конев колхозник самолечӗпе чӑнласах та паттӑрӑн ҫапӑҫатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ команда пункчӗ патнелле кайрӑм, утса пынӑ чухне сывлӑшра пурне те тавҫӑрса илме май ҫукки ҫинчен, хам тата юлташсем тӑвакан кашни йӑнӑш тӑрӑх вӗренсе пымалли ҫинчен шутларӑм.

Иду на КП и думаю о том, что всё предвидеть в воздухе невозможно, нужно учиться на каждой своей и чужой ошибке.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах ҫакӑн пек самантсенче пурне те шута илме йывӑртарах: куҫа хупса иличчен тенӗ пек мӗн те пулин шутласа тупмалла.

Но не всегда в такой момент сразу всё учтёшь; сложность и заключается о том, чтобы быстро принять решение.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех