Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ, 4. ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӗрлӗ тинӗсе хӑтӑрса илнӗ те — вӑл типсе ларнӑ; вӗсене тӗпсӗр вырӑн урлӑ типӗ ҫӗрпе каҫарнӑ пек каҫарнӑ; 10. вӗсене курайман ҫын аллинчен ҫӑлнӑ, тӑшман аллинчен хӑтарнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ; 60. вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ; 61. Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ, 62. Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Асна илсем: тӑшман Ҫӳлхуҫана мӑшкӑллать, ӑссӑр ҫынсем Санӑн ятна хурлаҫҫӗ.18. Вспомни же: враг поносит Господа, и люди безумные хулят имя Твое.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Турӑҫӑм, тӑшман хӑҫанччен мӑшкӑл кӑтартӗ-ши?
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗмӗрхи ишӗлчӗксем патне васкасамччӗ: сӑваплӑ вырӑна тӑшман пӗтӗмпе аркатса тӑкрӗ.3. Подвигни стопы Твои к вековым развалинам: все разрушил враг во святилище.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана хӑртаканӗ — тӑшман мар, эпӗ ӑна тӳссе ирттерӗттӗм; мана таптаканӗ — хама курайман ҫын мар, эпӗ унран тарса пытанӑттӑм; 14. эсӗ, хампа пӗр тан ҫыннӑмах, шанчӑклӑ тусӑм, юлташӑм, эсӗ хур турӑн мана, 15. эпир пӗр-пӗринпе чӗрене уҫса калаҫаттӑмӑр, пӗрле Турӑ Ҫуртне ҫӳреттӗмӗр.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, эпӗ йӑлӑннӑ чухне курӑнмасӑр ан тӑрсам; 3. итлесем мана, илтсем мана; эпӗ ахлатса хуйхӑратӑп, 4. тӑшман сассинчен, усал ҫын хӗсӗрленинчен хавшаса ӳкрӗм: вӗсем ман ҫине йӗркесӗр ӗҫ йӑвантараҫҫӗ, мана хаяррӑн кураймаҫҫӗ.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
тӑшман мӑшкӑлланӑ чухне мӗншӗн хуйхӑрса ҫӳретӗп-ши эпӗ?
Пс 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑшман мӑшкӑлланӑ чухне мӗншӗн хуйхӑрса ҫӳретӗп-ши эпӗ?
Пс 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сӑлтавсӑрах манӑн тӑшман пулнисем вара пурӑнаҫҫӗ, тӗрекленеҫҫӗ, мана курайманнисем хушӑнсах пыраҫҫӗ; 21. мана ырӑшӑн усалпа тавӑракансем эпӗ ырӑ тума тӑрӑшнӑшӑн мана кураймасӑр тӑраҫҫӗ.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ ырӑлӑх тунӑшӑн савӑнам, хӗпӗртем: Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн, 9. мана тӑшман аллине памарӑн; урана ирӗк ҫӗре тӑратрӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Санпа пӗрле тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме ҫине улӑхатӑп.30. С Тобою я поражаю войско, с Богом моим восхожу на стену.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана шанса тӑратӑп; хама хӗсӗрлекенсенчен пуринчен те ҫӑлсам мана, хӑтарсам мана; 3. хӑтаракан [та ҫӑлакан] ҫуккипе тӑшман ман чунӑма, арӑслан пек туласа, тӑпӑлтарса ан кӑларайтӑр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн тӑшман — ҫылӑхлӑ ҫын, мана хирӗҫ тӑракан йӗркесӗр ҫын шутлантӑр.7. Враг мой будет, как нечестивец, и восстающий на меня, как беззаконник.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тӳрӗ ҫынсем ҫавна курсассӑн хавасланаҫҫӗ, айӑпсӑр ҫын кулса тӑрать: 20. «пирӗн тӑшман пӗтрӗ, вӗсенчен мӗн юлнине вут-ҫулӑм ҫунтарса ячӗ» тет.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ сире: «парӑр-ха мана» терӗм-и? е «хӑвӑр мулӑртан маншӑн тӳлӗр-ха, 23. мана тӑшман аллинчен хӑтарӑр-ха, асаплантаракансен аллинчен тӳлесе илӗр-ха» терӗм-и?
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Каланӑ Эсфирь: тӑшман, хур тӑвакан — ак ҫакӑ усал Аман! тенӗ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара пӗтӗм халӑх — ҫитӗннӗ яшсем, арӑмсем, пӗчӗк ачасем — Озияпа хула пуҫлӑхӗсем патне пуҫтарӑннӑ, хыттӑн макӑра-макӑра аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: 24. пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑртине Турӑ татса патӑр; Ассур ывӑлӗсене килӗшӳ сӗнмесӗр эсир пирӗншӗн питех те пысӑк тӗрӗсмарлӑх турӑр; 25. халь ӗнтӗ пире пулӑшакан ҫук: Турӑ пире тӑшман аллине пачӗ, эпир шывсӑр антӑхса хӑрушла вилӗмпе пӗтӗпӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.