Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал халӑх хушшинче вулав культурине сарас енӗпе пурнӑҫлакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем наци литературине аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал хушасса шанса тӑратӑп.

Уверен, что проводимые в этом году масштабные мероприятия по популяризации культуры чтения дадут дополнительный импульс развитию национальной литературы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858

Чӑваш Енре культура отрасльне аталантарас, кунта пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-халне ӳстерсе пырас, республикӑри нумай нациллӗ халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркин тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗсен паха пӗрлӗхӗ шутланакан сайра йышши культура еткерлӗхне сыхласа пурӑнас енӗпе тытӑмлӑн ӗҫлеҫҫӗ.

В Чувашии ведется системная работа по развитию отрасли культуры, наращиванию творческого потенциала жителей региона, сбережению уникального культурного наследия, представляющего собой гармоничный «сплав» самобытных традиций и творческих достижений представителей разных народностей, населяющих нашу многонациональную республику.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998

2015 ҫул пирӗншӗн чаплӑ тепӗр пулӑмпа асра юлчӗ — Шупашкар ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ командӑсен Европа чемпионатне йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иртнӗ ҫул ку кӑтарту 37,2 процент пулнӑ, — сӑмахне тӑсрӗ министр. — Юлашки вӑхӑтра ҫынсене спорта явӑҫтарас енӗпе ӗҫ коллективӗсем уйрӑмах палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑнпа та ку енӗпе ӗҫлекенсене ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла тени чӑннипех вырӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Коммерципе ҫыхӑнман, наркоманирен сыхланмалли профилактика енӗпе ӗҫлекен организацисем пирки те сӑмах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Евгений Николаевич ку енӗпе Улатӑр хули уйрӑмах палӑрнине те пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Спайс» йышши хутӑшсем вӑй илеҫҫӗ — «шӑпах вӗсенчен сыхланас енӗпе уйрӑмах пысӑк тимлӗх кирлӗ».

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Финанс министрӗ Светлана Енилина бюджетӑн ҫӗнелекен пӗтӗмӗшле параметрӗсене пӗлтерчӗ: тупӑш тӗлӗшпе — 34,53 млрд, тӑкаксем енӗпе — 37,297 млрд тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Корпуса хута янӑ май унта ҫулталӑкра 5 пин операци тума май пулӗ — онкологи енӗпе чирлисене пысӑк технологиллӗ медпулӑшу парас ыйту татӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев ҫак укҫана илсе килнине хӑшӗсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ вырӑнне хурасшӑн пулнине палӑртрӗ, ҫавна май «эпир хирурги корпусне тӑвас енӗпе нумай ӗҫлемен-тӗк укҫа та пулмастчӗ» тени хайхи «мухтанчӑксене» вырӑна лартниех пулчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Нумай хваттерлӗ ҫуртсен капиталлӑ юсавӗшӗн тӳлес енӗпе граждансен уйрӑм категорийӗсене пулӑшмалли саккун проекчӗ пирки нумайӑшӗ кӗтнӗскер темелле.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Виҫҫӗмӗш улшӑну республика Пуҫлӑхӗн тата Патшалӑх Канашӗн РФ Генпрокурорӗ сӗннипе ЧР прокурорне, ҫын прависем тата ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсене ҫирӗплетмелли полномочийӗсемпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Виҫҫӗмӗшне Ҫӗнӗ Шупашкарти капиталлӑ юсав калӑпӑшӗ пӗчӗкки шухӑшлаттарать, ӗҫе хӑвӑртлатма, саккуна чылай енӗпе улшӑну кӗртме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмах май, 2014 ҫулта хӳтлӗхсӗрсене ҫемьене вырнаҫтарас енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче кӑтартуллӑ виҫӗ регион йышне кӗнӗ /ЧР — 92,3, ФАО — 86,4, РФ — 81,9 процент/.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Регионта тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьесене вырнаҫтарас, социаллӑ тӑлӑхлӑха профилактикӑлас, ача ҫуратмашкӑн хавхалантарас, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, йышлӑ ҫемьесене хӳтӗлес, шкул умӗнхи тата пӗлӳ учрежденийӗсенчи вӗренӗве ҫӗнӗлле йӗркелес, ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен асӑннӑ рейтингра пысӑк хаклава тивӗҫни — республика Правительстви ачасене аталанмашкӑн, тивӗҫлӗ воспитани илмешкӗн тата вӗсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлемешкӗн хӑтлӑ условисем туса хурас енӗпе тӗллевлӗ ӗҫленин ҫимӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех