Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ йывӑррӑн кӑна пӗр икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ те, кайри урисем ҫине тӑрса, хаяррӑн уласа ячӗ.

Зверь неуклюже шагнул вперед, поднялся на дыбы и зарычал.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл аллинчи ҫӗҫҫе хытӑрах ҫатӑрласа тытрӗ те, упа умне паттӑррӑн тухса тӑрса, ӑна куҫран вӗҫертмесӗр тинкерсе пӑхса тӑчӗ.

Он выпрямился во весь рост как можно внушительнее, выхватил нож и посмотрел медведю прямо в глаза.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн ҫур ҫивитти, котелок, пӑшал кӑна тӑрса юлчӗ.

Оставив себе только обрывок одеяла, жестяное ведерко и ружье.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Унӑн ҫине-ҫинех чарӑна-чарӑна тӑрса канма тиврӗ.

Ему приходилось часто останавливаться и отдыхать, собирая болотные ягоды и луковицы камыша.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл тӑр пӗччен тӑрса юлсан, малтанхи кунсенчех ытлашши сулахаялла пӑрӑннӑ пулмалла.

Должно быть, блуждая в эти последние дни, он отклонился слишком далеко влево.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тепӗр ҫур сехетрен лакӑмра шыв юлмарӗ, мӗн пурри те пӗр чашӑк пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Через полчаса в луже почти не осталось воды; со дна уже ничего нельзя было зачерпнуть.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл кашни шывлӑ лакӑмах пӑха-пӑха ирттерсе ячӗ; юлашкинчен, пӗр пысӑк лакӑмра пӗр пӗччен ҫеҫ тӑрса юлнӑ пӗчӗк пулӑ ишсе ҫӳренине курчӗ, анчах вӑл та пулин вӗҫерӗнсе тарчӗ.

Он заглядывал в каждую лужу и наконец с наступлением сумерек увидел в такой луже одну-единственную рыбку величиной с пескаря; он опустил в воду правую руку по самое плечо, но рыба от него ускользнула.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Унтан аллисене кутамкка пиҫиххийӗсем хушшинчен кӑларчӗ те, аран-аран тӑрса ларчӗ.

Потом высвободился из ремней, неловко приподнялся и сел.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Шарласа выртакан юханшыв варринчи ҫын, вӑл кайнине пӑхса тӑрса юлчӗ.

Тот, что стоял посреди речки, не сводил с него глаз.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑранатӑн та, тӑрса ларатӑн та — ак ҫапла, кукленсе, утиял айӗнче, — шӑнса ӗнтӗркетӗн.

А проснёшься — сядешь, вот так-то, на корточки, под одеялом, — замерзнешь.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара Гусев тӑрса ларчӗ те — пуҫне тунсӑхлӑн ҫӗклерӗ.

Тогда Гусев сел, — в тоске поднял голову.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫунаттисемпе тирпейсӗррӗн авӑсакан йӗрӗнчӗк их ушкӑнӗ кимӗ хыҫҫӑн вирхӗнчӗ, анчах тӗл лектереймерӗ те хыҫала тӑрса юлчӗ.

Стая неряшливо махающих крыльями, омерзительных ихи кинулась было на лодку, но промахнулась и отстала.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Салтаксем ханкӑр умне ҫурма ункӑн тӑрса тухрӗҫ.

Солдаты стали полукругом перед пещерой.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев тӑрса ларасшӑн, унӑн пуҫӗ сулланать.

Гусев силился подняться, — голова его моталась.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн кӗленчеленсе хытнӑ куҫӗсем патнелле Гор чӗвен тӑрса ҫӗкленчӗ:

Гор поднялся на цыпочках к его остекляневшим глазам:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Салтаксем бронзӑпа сӑрнӑ хапха умӗнче, тӳремре, ҫурма ункӑн тӑрса тухнӑ, пралук спиральтен, дисксемпе шарсенчен тӑракан тӗлӗнтермӗш икӗ машинӑна хуплаҫҫӗ (ҫак япалана Гусев никам пурӑнман ҫуртра курнӑччӗ).

Солдаты стояли полукругом на площади перед окованными бронзой воротами, прикрывая две странные машины из проволочных спиралей, дисков и шаров (такую штуку Гусев видел в заброшенном доме).

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Айккинче тӑрса юлнӑ ҫӗр-шывсемпе хуласене тепӗр хут пӑхӑнтараҫҫӗ.

Снова были покорены отпавшие страны и города.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара вӑл выртмӑшӗнчен тӑрса анчӗ, туфлине урисемпе чӑштӑртаттарса тӑхӑнчӗ, ҫара хул пуҫҫисем ҫине халат уртрӗ те ваннӑя кайрӗ, ҫӳҫне пӗтӗрсе ҫыхса хурса бассейналла мрамор пусмапа анма пуҫларӗ.

Тогда она вылезла из постели, пошарила ногами туфли, накинула на голые плечи халатик и пошла в ванную, — разделась, закрутила волосы узлом и стала спускаться по мраморной лесенке в бассейн.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ пӗр-пӗччен, хампа хам тӑрса юлтӑм.

Я остался один, сам с собой.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Алли маузер ҫинче, марсиансем икӗ рете тӑрса тухнине тимлӗн сӑнать.

Держа руку на маузере, поглядывал, как марсиане выстроились в два ряда.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех