Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑкачавӑн хӗҫӗ аллинчен тухса ӳкрӗ, вӑл вӑйлӑ аллисемпе утаманӗсене сире-сире ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки сӑмахне каласа пӗтереймерӗ вӑл, юнпа пӗвенсе ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп хӑраса ӳкрӗ, ҫапах та, сассине чӗтрете-чӗтрете кӗллине малалла вулать:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхи сасартӑках лӑпланчӗ, тайӑлса кайрӗ те хӑй ҫумӗнчи Ишмукпа Атлай алли ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей урайне ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑйӗ тӗлӗнчен яшлаттарса каснӑ ҫутӑ куҫлӑ ирҫе ҫамрӑкӗн пуҫӗ ҫӗре лаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, касса янӑ улмуҫҫи пек, урайне лаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫара уран ташӑҫ ялт! сикрӗ те… кӑвар варрине, ҫулӑм ҫине, ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн тата? — хыпӑнса ӳкрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртен сулахайран ун ҫине ҫӳллӗ те ырханкка арҫын ҫӳлевӗҫ пек сиксе ӳкрӗ те ваштах ҫӗре пусса ӳкерчӗ, тискер кайӑк пек йынӑша-йынӑша мӑйӗнчен пӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав хушӑра йытӑ ӗпле килнӗ ҫапла таҫталла сиксе ӳкрӗ те ҫырма хӗррипе чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лӗнчӗрех кайнӑ этем ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса ӳкрӗ

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах тата куҫӗ хуралса килчӗ, вӑл хӑй те ӑнланаймарӗ, темӗншӗн пӗр-ик утӑм малалла утрӗ те хырӑмӗ ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑр аяккинелле сиксе ӳкрӗ, анчах хӑтӑлса юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл унталла ҫывхарнине кӳрсассӑн пакша ҫав тери хӑраса чӗвӗлтетнӗ пек сасӑ кӑларчӗ, ҫынран хӑраман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, кайран чӑтаймарӗ курӑнать — аякри турат ҫине сиксе ӳкрӗ те унтан Савантер епле ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫӗмрен пырса тӑрӑнмалли самантра Савантер учӗ малти урипе такӑнчӗ те, чикеленес мар тесе, сылтӑмалла пӑрӑнса сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн ҫинчен калаҫатӑн эсӗ, Алюн? — хыпӑнса ӳкрӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инкеке тата шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра хур ами халтан кайса ҫӗре анса ларчӗ, юнашар чупса пыракан кашкӑр ҫултан пӑрӑнчӗ те ун ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӑвса вӗлерсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ларакан ҫӗртен инҫе мар хӑрӑк ӑвӑс хуҫӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн пулчӗ тата? — пӑлханса ӳкрӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех