Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсем (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Унта вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене, ӗмӗчӗсене, куллен-кун мӗнле ӗҫсем пулса пынине ҫырса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Профком председателӗ, иккӗмӗш курсра вӗренекен ҫамрӑк студент, манӑн ӗҫсем мӗншӗн ҫапла япӑхланса пынин сӑлтавне тупасшӑн пулчӗ, пӑшӑрханчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӗсем мӗн калаҫни пӗтӗмпех иртнӗ пурнӑҫпа хальхи ӗҫсем ҫинчен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Лесник хӑйӗн вӑрманти пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать, атте — колхозри ӗҫсем ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хирти ӗҫсем пуҫланиччен атте пӳртлӗх пӗренесем касса хатӗрлес терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ку эрне ҫемье хутшӑнӑвне ҫирӗплетме ӑнӑҫлӑ, пӗрле тунӑ ӗҫсем вара пушшех те пӗрлештереҫҫӗ.

Это период хорош для укрепления семейных отношений, а общие дела сильно объединяют.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Романти ӗҫсем 1917 — 1920 ҫулсенче Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Повеҫри ӗҫсем пӗтӗм совет халӑхӗ КПСС XXII съездне кӗтсе илме хатӗрленнӗ тапхӑрта пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унти ӗҫсем чӑваш ялӗнче Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ умӗн пуҫланаҫҫӗ те вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӗҫленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Романти ӗҫсем пӗр колхозра пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Малтанхи кунах асаттерен вӑрман ҫинчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, вӑл мана интереслӗ ӗҫсем ҫинчен нумай каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

— Кӗҫӗрхи ӗҫсем те унсӑр пулмӑн! — ҫирӗп шут тунӑ Демахин.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Тем тесен те, ку ӗҫсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ку преступленисене пурне те темле пӗр ушкӑн, пӗр шайка тунӑ!» — шухӑш вӗҫсе илнӗ Демахин пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Пурӗ 550 000 гектар ҫинче ӗҫсем туса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Иван Яковлев халалӗ пурнӑҫа кӗрсе пырать – чӑвашсем, ытти халӑх пӗрле пухӑнса пысӑк та пархатарлӑ ӗҫсем пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр юбилейӗнче паллӑ ентеш чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ курӑмлӑ ӗҫсем пирки тепӗр хут ҫӗршыв шайӗнче аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

— Ҫапларах кунта пирӗн ӗҫсем! — мухтанчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Сарабай» пӗрлешӳ 50,1 гектар ҫинче ҫӗр пулӑхне ӳстермелли ӗҫсем тунӑшӑн 375,7 пин тенкӗ субсиди илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аграрисене — субсиди // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b4%d0%b8/

Юнкун ӗҫлӗ калаҫусем, документсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ.

В среду удачно пройдут деловые переговоры и подписание документов.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пултарулӑх тӗлӗшпе те ӗҫсем ӑнӑҫлӑ иртӗҫ.

Творческая часть процесса также будет успешно реализована.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех