Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрма (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карачӑм тракторне юсамасӑр ҫывӑрма выртса кутӑнланнӑ чухне ӑна-кӑна тавҫӑрса та илмерӗ, вӑл ҫакна ним ҫинчен шутламасӑр, МТС пуҫлӑхӗсене кӑшт та пулин куҫран пӑхтарас тесе ҫеҫ турӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине, ҫывӑрма таврӑнас умӗн, Сахрун пичче кунта тепре килсе пӑхрӗ — Карачӑм ҫав-ҫавах ӗҫлет, вӑл ӗнтӗ ҫӑка йывӑҫҫи леш енчи ҫӗр лаптӑкне типҫырма таранах сухаласа пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра тӗпелти пӳлӗмрен паҫӑрах ҫывӑрма выртнӑ Укахви сиксе тухрӗ те, ҫине ҫӳхе пиншак уртса ярса, сӗтел патне пӗр сӑмахсӑр пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каярах юлса килни вырӑнлӑ пулчӗ: Марине лампӑ умӗнче пӗчченех ларать, ачисем тӑваттӑшӗ те ҫывӑрма выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак ӗнер ҫеҫ ҫывӑрма выртсан ҫакна аса илсе хӑй тӗллӗн кулса выртрӗ-ха: пӗррехинче Укахвие хӑйсен класӗнче вӗренекен ачасем темиҫен юр чӑмӑрккисемпе пеме ты-тӑннӑччӗ, Укахви йӑмра патне лӑпчӑннӑ та «Аттене калатӑп!» тесе макӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳртре вӑйсӑр ҫутӑ тӗлкӗшет, амӑшӗ каҫхи апат ҫинӗ курӑнать те ҫывӑрма выртма ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ сан патна: те каяс, те ҫывӑрма выртрӗ, тесе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вахӑт чылая ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, Кӗтерне вырӑн та сарса панӑччӗ, анчах Михала ҫывӑрма выртас вырӑнне Левентей патне тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл канма тесе вырӑн ҫине таянса пӑхрӗ, анчах ӑна ҫывӑрма памарӗҫ, часах ун патне пӗрерӗн-икшерӗн ватӑсем пырса тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑрма сивӗрех пулсан, витӗнме утиял ил.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Чечекпие сулхӑна вырттарчӗ те ҫывӑрма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи вӑл кун иртен пуҫласа каҫчен пуса татнӑччӗ, ҫавӑнпа, ывӑннӑскер, карта алӑкне питӗрсе кӗчӗ те часрах ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Северпипе Неспике кайнӑранпа пӗччен ҫывӑрма та хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата тем тесен те ун патне ҫывӑрма каймалла-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паҫӑр курсанах хам тӗллӗн: «Кусем кӗҫӗр каймаҫҫӗ пулӗ-ха, ҫывӑрма хам пата илсе кӗресчӗ вӗсене», — тесе шутласа хутӑм.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗссипе, эп сире ҫывӑрма чӗнесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Ятламас ҫывӑрма тесе ялах таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗнпе юлнӑ ҫыннисене Юнуспа Урасмета ҫыхса пӑрахма хушрӗ, хӑй кирлӗ ҫӗре хурал тӑратса тӗпелти ҫемҫе вырӑн ҫине ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай хӑй кил-ҫуртне черетлӗн хураллакан тӗкӗрҫӗсем килнипе килменнине тӗрӗслесе кӗрсе ҫывӑрма выртрӗ — Нухрат ҫаплах таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак тапхӑрлӑха ҫавӑн пекех ҫывӑрма выртас умӗн гаджетпа усӑ курассине чакарсан, ҫыннӑн ытти чылай процесӗсем йӗркене кӗрӗҫ: тӗслӗхрен, ӗҫленӗ чухне усӑ куракан астӑвӑм е хаваслӑ туйӑм кӑтартма пултарасси.

Если на этот срок еще и ограничить использование гаджета перед сном, в норму придут многие другие процессы: например, рабочая память или способность испытывать позитивные эмоции.

Кровать ҫумӗнчи смартфон тутлӑ ҫывӑрма кансӗрлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33093.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех