Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зоопаркра вӑл хӑйӗн пек, Костя пек, ҫамрӑк ача упа ҫури патӗнче тӑрмашнине курнӑ — юннат пулмалла.В зоопарке он видел, как паренек, вроде него, Кости, возился с медвежонком, должно быть юннат.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пӗрре вӑл садра ҫывӑрса кайнӑ — ҫапла-и? — кушак ҫури пынӑ та пӗтӗм хӑймине ҫуласа илнӗ.Она раз в саду заснула — да? — пришел котенок и всю сметану слизал.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Чӑнахах та хырӑмӗ ыратнӑ унӑн, — тесе пӳлнӗ юлташне Бим, — мӗншӗн тесен вӑл, хӑйне хӑй чӑрмала-чӑрмала, пӑр ҫинче йытӑ ҫури пек сиккелерӗ; ыратнипе йынӑша-йынӑша ҫухӑрчӗ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
— Унта пӑр ҫинче какай нумай выртать — пӗр ватӑ упапа икӗ упа ҫури.вы найдете на льду много мяса — медведицу и двух полугодовалых медвежат.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Мстислав Сергеевич, ну, анчӑк амин ҫури мар-и-ха эпӗ?Мстислав Сергеевич, ну ведь сукин же я сын, — не могу я этого видеть…
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Йӑтрӗ — йытӑ ҫури тейӗн.
Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Карабас Барабас сысна ҫури урине кӑшласа ӗмсе ларнӑ май хуҫине ҫапла каларӗ:
Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Карабас Барабаспа Дуремар сысна ҫури ашне ҫисе лараҫҫӗ.Карабас Барабас и Дуремар подкреплялись жареным поросёночком.
Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Эпӗ халӗ пӗр сысна ҫури те пӗр мӑшӑр кӑвакал ҫисе янӑ пулӑттӑм, — терӗ ӑна хирӗҫ Карабас Барабас.— Я бы съел сейчас целого поросёночка да парочку уточек, — мрачно ответил Карабас Барабас.
Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Лапсӑркка сысна ҫури евӗрлӗ ыйхӑллӑ питлӗ пурӑш килсе кӗчӗ… вӑл хӑйӗн урисемпе хура-кӗрен гусеницисене илсе, вӗсенчен пуканесен урине тӑхӑнмаллисем ҫине хура-кӗрен паста пӑчӑртаса кӑларчӗ те хӑйӗн хӳрипе Мальвина, Буратино тата Пьеро пушмакӗсене ҫап-ҫутӑ туса тасатса хучӗ.
Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Куҫӑмсем курмаҫҫӗ, эпӗ ӑна йывӑҫ ҫинче анчӑк ҫури ларать пулӗ терӗм… — тет аҫа кушак Базилио.— Глаза-то слепые, — ответил кот Базилио, — показалось — это собачонка на дереве…
Киле май кайнӑ чухне ҫул ҫинче Буратино икӗ кӗлӗмҫӗне — Базилио ятлӑ кушак аҫине тата Алиса ятлӑ тилӗне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ухмахсем те кахалсем калаҫҫӗ, а санӑн, йытӑ ҫури, ӑна итлемелле мар!
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аҫа ҫури часах вилчӗ; вилчӗ те ҫавӑнтах чиперленсе карӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ — паллашӑр, — терӗ аҫа ҫури, ун ҫине куҫӗсемпе кӑтартса, — Пит аван ҫын…— Вот — познакомьтесь, — проговорил он, указав на нее глазами, — милый человек…
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр минутлӑха аҫа ҫури тӑна кӗчӗ, салхулланса та тем ҫинчен аса илнӗ пек, мачча ҫинелле пӑхрӗ, унтан хӑйӗн типшӗм аллине ман паталла куҫарчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗр аллисене минтер ҫине хучӗ, аҫа ҫури вара ҫӑварне карса, питҫӑмартийӗпе ҫав алӑсем ҫумнелле сӗрӗнетчӗ Хӗрӗ мӑнтӑртарахскерччӗ, хура яка платье тӑхӑннӑччӗ; унӑн тӑрӑхларах пичӗ тӑрӑх вӑраххӑн куҫҫулӗ юха-юха аначчӗ; йӗпе те кӑвак куҫӗсем, ниҫталла пӑрӑнмӑсӑр аҫа ҫурин пичӗ ҫине, шӗвӗр шӑммисем ҫине, шӗвӗрленсе кайнӑ пысӑк сӑмси тата хура ҫӑварӗ ҫине пӑхатчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр кунне, ирпе, эпӗ больница палатинче, аҫа ҫури койки ҫинче лараттӑм; вӑл койкинчен вӑрӑмрах та, унӑн анса кайнӑ кӑвак носки тӑхӑннӑ урисем койка пуҫӗнчи хулӑсем витӗр курӑнса тӑратчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр-ик кунтан аса ҫури ӗҫлеме пымарӗ, унтан ватӑ хуҫа арӑмӗ мана пысӑк шурӑ конверт тыттарчӗ:
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ Ситанова аса илтӗм те ун ҫинчен каласа кӑтартрӑм, аҫа ҫури мана тимлӗн итлесе ларса ҫавӑн пекех лӑпкӑн каларӗ:
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ама ҫури нихӑҫан та манпа анне ҫинчен калаҫмастчӗ, ун ятне те нихӑҫан та асӑнман пек туйӑнать; ҫавӑ пит те ман кӑмӑла каятчӗ, аҫа ҫурине хисеплеттермелле пекех туса хуратчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.