Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитиччен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑкӑр мӗскӗн чӑваш ӗҫхалӑх хушшинче ҫирӗм ҫула ҫитиччен алхасса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусантан пӑрахутпа хӑпарчӗҫ Эльгеевпа Данилов Куславкка тӗлне ҫитиччен: кунта Ваня анса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл, шӑтнӑ пичке ҫул тӑршшӗпе таса мар шыв тӑкса пынӑ евӗр, мӗн киле ҫитиччен ылхан сӑмахӗсем мӑкӑртатса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мана ҫак таранччен никам та кунашкал эрлӗк кӑтартман, Тукай мӑрса мана ҫак тарана ҫитиччен пӗр усал сӑмах каласа курман, эпӗ те ӑна яланах юп курса пурӑннӑ, ӑна темӗн чухлӗ хунтӑ кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет иҫниксене канма памарӗ, лайӑх кӑна хӑналарӗ те Чапкун ҫитиччен пӑтӑрмахлӑ ӗҫрен пушанас тесе вӗсене Иштерек патне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек лаша умне пӗшкӗнчӗ те ун малти урисене ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен хыпашласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Калама кӑна ҫӑмӑл — ҫӗр ҫухрӑм каймалла Чалӑма ҫитиччен!

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуллахи чӑн-чӑн шӑрӑх кунсем ҫитиччен сыхлать вӑл хӗл сиввине упа варӗсемпе кашкӑр ҫырмисенче.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астумасна, эс пире, Нур-Салтанпа ун свитине, аслӑ князь Василий Иванович хушнипе Звениг утравне ҫитиччен ӑсатса ятӑн?

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чалӑма ҫитиччен Тукай мӑрса нумай асап курса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун хыҫҫӑн вырӑссене Сӑр хӗррине ҫитиччен хӑваланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрӗ, киле ҫитиччен эп сана алпа та тӗкӗнмӗп…

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек ун лаши киле ҫитиччен тӑрӑнса анма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗрре, иккӗ… ав ҫав хурӑн патне ҫитиччен! — чылай аякра ларакан пӗччен йывӑҫа кӑтартрӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пасара ҫитиччен миҫе хулӑ пӗтертӗн? — юлашки сӑмахӗсене илтмӗш пулчӗ хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ку калаҫӑва вӗҫне ҫитиччен итлеме вӑй ҫитереймерӗ курӑнать, темле сӑлтав тупса картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах Нисам Хусантан кунта ҫитиччен пӗр мулкач та тытса параймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ Тукай мӗн яла ҫитиччен Карамыш ҫинчен шухӑшласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм пулас умӗн алманчӑ Урак ывӑлне тата унпа пӗрле килнӗ ҫирӗм ҫынна кӳршӗ яла ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ясак пуҫтарасси ку таврара, Ҫавал шывӗнчен пуҫласа Энӗш шывӗ патне ҫитиччен, Атӑл хӗрринчен пуҫласа Ҫӗрпӳ леш енчи Тукайкасси ялне ҫитиччен, пӗтӗмпех Тукай мӑрса аллинче.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех