Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа ҫӑкӑр ҫисе савӑнаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апатне те ҫакӑнтах, ҫемьерен расна ҫисе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӑҫал чӗр пулӑ шӳрпи ҫисе курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тӑпра лайӑх пиҫнӗ, — терӗ пӗррехинче Ахтупай апат ҫисе ларнӑ хушӑра хӑй сухаласа пӑрахнӑ ана ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫав ӗне ҫисе ячӗ пуль ӗнтӗ пирӗн утта.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сунарҫӑсем, какай ҫисе ҫӑкӑра перекетлеме ӗмӗтленнӗскерсем, вӑрмантан ялан тенӗ пекех пушӑлла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унсӑрӑн пыйтӑ-хӑнкӑла ҫисе ярать пире!

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухрат пӗлсен ҫисе ярать ӗнтӗ мана, хӑта.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрӗп ташласа, чупкаласа йӑлӑхрӗ те Иливан умӗнчех ҫӗлене ҫисе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫисе ярайман пулӑ пуҫне аякка ывӑтса ячӗ те тӳрех ӗҫе тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те ирӗке ямалла-и? — терӗ пӗр ватӑрах казакӗ типнӗ пулӑ ҫисе ларакан мӑнтӑр дьяк умне сатуррӑн пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫав хӗрсенчен илнӗ ҫӑкӑра ҫисе чирленӗ-и? — тӗлӗнчӗ аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла ҫитсен каласа памалӑх пур ӗнтӗ унӑн: воеводӑсемпе юнашар ларса апат та ҫисе курчӗ вӑл, вӗсене кунти тискер кайӑксем, вӑрманти ар ҫурисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хӑй те Мускав пирки, унти улпутсем пирки тӗлӗнтермӗш япала чылай илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пайсупа патакне ҫисе тӑрантӑн апла?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь ҫав Мухаммед Касымов Едигер, ҫичӗ ҫул аслӑ князь ҫӑкӑрне ҫисе пурӑннӑ ҫын, Хусанта патша пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫисе яраҫҫӗ, — килӗшрӗ унпа Палецкий.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тапӑнаҫҫӗ ҫеҫ мар, ҫисе яраҫҫӗ, Алексей Федорович.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫак янккамас этем пирӗн Багадура Арскран хӑвӑласа ярасшӑн, — кшиляра куҫпа ҫисе ярас пек пӑхса ӑнлантарчӗ улан.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юлан утпа ҫыран хӗррине анса хӑпарма ирӗк парсам мана, Тукай ӗмпӳ, — терӗ вӑл ҫисе ярайман ҫӑкӑр таткине кӗсйине пытарса.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех