Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлӑм ҫийӗн кӑвак тӑрна ярӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ыраш пусси ҫийӗн вара лаптӑкӑн-лаптӑкӑн хӗвел ҫутинчен те йӑмӑхрах шурӑ ҫутӑ саркӑмӗсем пӗр вырӑнтах ерипен, каллӗ-маллӗ шуса, ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Салтак тин ҫеҫ пуҫ ҫийӗн пульӑсем шӑхӑрса вӗҫнине те маннӑ, куҫӗнче ӑшӑ та ӗмӗтлӗ хӗлхемсем ҫиҫсе илеҫҫӗ, кӑкӑра вӑй килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аслӑк айӗнчен чӗпсем, кӗпӗрленсе тухса, йӗпе курӑк ҫийӗн асӑрхануллӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сӗлӗ ӑшӗнче тӗл-тӗл, сухал кӑпӑкламалли сӗркӗч пек, хӗрлӗ авӑрлӑ, шурӑ ҫемҫе мамӑклӑ уй пиҫенӗн пуҫӗсем сулланаҫҫӗ, хушшӑн-хушшӑн ана ҫийӗн ир пулнӑ хурхухӑн, пиҫенӗн кӗлт ҫиппи пек мамӑкӗсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫырма леш енчи ыраш ани ҫийӗн шӑрка сарриллӗ шевле чӗлтӗртетет.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Техника паркӗн уҫса пӑрахнӑ хапхинчен «Кировец» трактор ҫӗр чӗтретсе тухать, ун хыҫӗнченех «Т-40» лакӑм-тӗкӗм ҫийӗн «ташласа» пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Укӑлчаран тухма тӑнӑскер, тем аса илчӗ те урама картлакан ҫырма тавра ҫаврӑнчӗ, ҫерем ҫийӗн кӑштах утнӑ хыҫҫӑн пӗр калинккерен кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче туса лартнӑ асӑну комплексӗнче (ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ) ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн.

Возле мемориального комплекса, воздвигнутого возле Байгулово Козловского района (который посвящен героям, строивших Сурский и Казанский оборонительные рубежи), хотят построить надземный переход.

Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35191.html

Анчах шыв ҫийӗн чупма та, унӑн хумӗсемпе выляма та ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ун ҫийӗн шӑвӑнакан юр-пӑр катрамӗсем, анлӑ урампа иртсе пыракан пысӑк-пысӑк кӗтӳ евӗрлех татти-сыпписӗр анаталла тӑсӑлса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тимуш мунча кӗрсе тухрӗ те картишӗнче «Волга» тӑнине, крыльца картлашкисем ҫийӗн пӗчӗк хӗрарӑмпа сарлака хулҫурӑмлӑ ҫӳллӗ арҫын хӑпарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Апла-тӑк, тӳнтерле кӑмӑллӑ ҫын-ҫке эпӗ, ҫӗр ҫийӗн утса ҫӳреме те тивӗҫсӗр ҫын!..

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Турунов Аликов ҫине ним те ӑнланман пек пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те унтан куҫӗсене Тамара ҫийӗн урлӑ та, тӑрӑх та шутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара ҫирӗппӗнрех утма тытӑнӑн ҫӗр ҫийӗн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Антарас ҫук! — тапчам кӗлеткеллӗ пулсан та, тӗмескесем ҫийӗн ҫӑмӑллӑн сике-сике, арматурӑпа хӑма куписем тавра ҫаврӑна-ҫаврӑна каялла чупрӗ Макки…

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Микрофон умне ҫурта пек кӗлеткеллӗ хӗр, сап-сарӑ вӑрӑм ҫивӗтне кӑкӑрӗ ҫийӗн уснӑскер, савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хушӑран хӗвел именчӗклӗн йӑлкӑшса кулать те завод корпусӗсен бетонпа кантӑк аякӗсем ҫийӗн, ӳплентерсе пӑрахнӑ калама ҫук пысӑк сӳре шӑлӗсем пек тӑратӑнса тӑракан металл колоннӑсем ҫийӗн, будкӑсемпе бытовкӑсем ҫийӗн, ҫак яланах шавлӑ, яланах савӑк ӗҫ кӗввиллӗ стройка ҫыннисене хӑйсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне вӑрах кӑтартма вӑтаннӑ пек, элес-мелес мӗлкесем хыпӑнчӑклӑн шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан ҫӗре чӗркуҫленчӗ те аллисене чечексем ҫийӗн ӑрӑмланӑн ҫавӑрса тӑчӗ, тутине пӗчӗк ачана юратнӑ чухнехи пек тӑсса, пуҫне пӑркаласа мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хумӗсене вӑл хӑйӑрлӑх ҫийӗн, вӗтлӗхсем витӗр, кӳлӗсем урлӑ сӑрт ҫамкине ҫити ывӑтӗччӗ те сулхӑн хӳтлӗхри юра, таси паха тесе, юхтарса кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех