Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫап-ҫамрӑк ҫӑкапа хурӑн ҫил варкӑшнӑ майӑн черчен тураттисемпе ҫапкалашса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑвакарнӑ сайра ҫӳҫӗпе ҫил вылять, сарлака ҫамки хӗвел шавлипе ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫил тӑпӑлтарнӑ ҫав хыр пиркиех-ха эпӗ…

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫил те таҫта кайса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юратать ҫил пек ӗрӗхсе пыракан утсене.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман сӑмах йывӑҫ хӑвӑлӗнчи ҫил евӗр ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул хӗрринчи пуринчен те ҫӳллӗ, пуринчен те сарлака ват юман кӗрхи ҫил ҫинче пӑхаттир пек курӑнса кашлать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫук, ҫил хуҫаланать иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑнтакан ҫил тӑлӑххӑн ахлатни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗртак аташса ҫӳресен Ваҫиле тинех станцине — ҫил витӗр касакан пӗчӗкҫӗ ҫурта кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑлӑхтармӑш юр куҫа хупласа пычӗ, пите пӗр шелсӗр йӗплерӗ, ҫил хӑйӗн кичемлентерекен хӑрушӑ кӗввине ӗнӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юр пӗр шелсӗр тӳперен тӑкӑнма тытӑнчӗ, ҫил вӑйланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫил ҫаврӑмӗсем йӑлтах ывӑнса ҫитнӗ тӑлӑха ураран ӳкересшӗн е ҫурмалла авасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урнӑ ҫил таҫтан татӑлса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кас ҫил пырса ҫапсанах ураран ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫивӗч ҫил ҫамкана, питҫӑмартисене, сӑмсана йӗплерӗ, рашпиль пек сивӗпе хӑшкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паккӑҫсем! — кӑҫаттисемпе тӑпӑртатрӗ хӗрарӑм, кутамккипе хӑй ҫийӗн ҫил арманӗ пек ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сиртен мана нимӗн те кирлӗ мар, — Ваҫиле аллине сулса ячӗ те арҫыннӑн аллинчи сенкер тутӑр юр ҫине ӳкрӗ, ҫил ӑна тарӑн вар тӑрӑх вӗҫтерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр ир Кузнецовсене мӑрьере ҫил уланӑ сасӑ вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫынсем виҫӗ ҫил арманӗ ҫывӑхӗнчи тӳремре чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех