Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫаврӑнса (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ — тӳпере ҫӑлтӑрсем те, уйӑх та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан авал ирсӗр, кӗвӗҫӳллӗ француз, саранча пек, вӑрҫӑпа килсе тухнӑ кунта, Мускав таран ҫитнӗ, хулана ҫунтарса янӑ, унтан, выҫса ҫитсен, Кутузовран тарма тытӑннӑ, кунта ӑна вырӑс сивви ҫитсе кутран ҫапнӑ та ҫур миллионлӑ «Аслӑ ҫарне» ҫухатса ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗсене шӑлса илчӗ, куҫ харшисем ҫинчен ҫӳхе пӑр катӑлса ӳкрӗ, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаврӑнса пӑхрӗ — никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӗтмен ӳкерчӗк курнипе сасартӑк ахлатса илчӗ: ялтан такам хыҫлӑ ҫунапа тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле вӑрт ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Заявленисем, пурӗ вӗсем 19 пуҫтарӑнчӗҫ, хут ҫинче урапа шӑлӗ пек ҫаврӑнса йӗркеленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Надзиратель тухмарӗ, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ пек кӑна турӗ, хӑй вара привилегиллӗ арестанткӑна сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатурпа Чиканккана чӗререн тав туса ӑҫтан килнӗ ҫав еннех ҫаврӑнса пӑхми вӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Ан хӑра эп пур чухне, — кулса ячӗ чӗпӗ, — аттепе анне ҫаврӑнса та ҫитрӗҫ, сана илме килчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Чӗркуҫленсе ларнӑ Шывхуҫи ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхмасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫаврӑнса пӑхать те вӑйпут хыҫалта хӑйӗн юлташӗ Тишле тӑнине курах каять.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Апла пулсан, чипер юл, — терӗ те хӗр вӑрт ҫаврӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗр ҫаврӑнӑшӗ хӑй тӗллӗнех ҫаврӑнса йӗркеленсе каять.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑлт! ҫеҫ ҫаврӑнса ачасем патне Ванюкпа юнашар кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ванюк! — чӑтса тӑраймарӗ хӗрача, ун енне ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тепӗр тесен, кирек ӑҫта кайсан та ӑсӗсӗне ҫивӗчлетсе каяллах тӑван яла ҫаврӑнса ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк таҫтан-таҫтан тӗнче тӑрӑх ҫаврӑнса килнӗ пек те яла, халь йӑлт пӗлет пек.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тулай Иванӗ те акӑ ҫырма тӑрӑх ҫаврӑнса ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Поезд хулленрех кайма тапратрӗ, вӑл чӑнкӑ ту айккипе тавралла ҫаврӑнса ҫӳлелле хӑпарса пырать.

Поезд замедлил ход, тянется вдоль крутого склона, описывает полукруг.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех