Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшласа (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тоня шӑплансан та, чӗнмесӗр шухӑшласа, пуҫне усса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ара, вӑл эп кунта пурӑннипе тулашмасть-и? Кӗвӗҫес йӑли ҫук-и унӑн?» — шухӑшласа илет Думитру.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Эпир саккунлӑ мӑшӑрсем-ҫке, пӗрле пулмалла пирӗн, хӑҫан та пулсан пӗрех таврӑнать вӑл», — тесе шухӑшлать вӑл хӑйӗн ҫамрӑк айванлӑхӗпе, ҫапла шухӑшласа, ҫунакан ӑшне лӑплантарать, чӗрине шанчӑкпа ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун пирки Григориу шухӑшласа илме ӗлкӗрнӗ пулас, Петриков сӑмахӗсем уншӑн шухӑш пӗвине татса яракан вӑй пулчӗҫ ахӑр: вӑл аслӑ прораба итлесе пӗтермесӗрех сиксе тӑчӗ те, хуп-хура куҫ шӑрҫисен сивӗ ҫутине ун еннелле те, ман ҫине те ывӑта-ывӑта, хӗрӳллӗн калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эппин, Турунов пирки ӑшра пӗр тӗрлӗ шухӑшласа, тепӗр майлӑ калаҫни сиен кӳрӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ ӑшра шухӑшласа илтӗм: «Ак тата!

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара эпӗ ҫапла шухӑшласа илтӗм ӑшра: бригада ҫыннисене шӳтлесе-хисеплесе хушаматсем параканни Тарас Поликарпович хӑех мар-ши-ха, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шухӑшласа пӑхам-ха…

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Александр Кузьмич, Думитру Георгиевич, — терӗ вӑл, — эп… эп шухӑшласа пӑхам-ха.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Молдавире, Днестр хӗрринче, — хӑех хушса хучӗ те Сидоркин, тем аса илсе, шуранка ҫамкине картлантарчӗ, пӗр вӑхӑт пуҫне усса, ӗнсине сӑтӑркаласа, пусӑрӑнчӑклӑн шухӑшласа тӑчӗ, СУ начальникӗ ҫине тепре — ку хутӗнче ӑна темшӗн айӑпланӑ пек, сивленӗ пек — пӑхса илчӗ те партком секретарӗ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла шухӑшласа илтӗм те йӗкӗт куҫӗнчен савӑнӑҫлӑн пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр самант чӗнмесӗр шухӑшласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла шухӑшласа, шухӑшсемпе асапланса, Прохор Петрович алла пӑчӑкӑ тытать, пуртӑ тытать, сава тытать, суран ҫӗввисене карӑнтарса, типнӗ турат пек хытса ларнӑ шӑмӑсене хускатса, шӑнкӑрч йӑви тума тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑтӑр-шатӑр персе хума пултаракан Анюк та ним калама пӗлеймест, калама шухӑшласа тӑрать пулсан, Алиса ӳпкевӗнче тӗрӗсси пурах апла, Алиса халь ҫеҫ каланӑ сӑмахсене хирӗҫ калани кӑлӑхах ҫиеле тухма хӑтланни ҫеҫ-ха апла?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аннӳ ҫинчен, Володя ҫинчен, сан ҫинчен, кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар юхтаракан, шыва кайнӑ пек йӗпенекен мӗнпур ҫын ҫинчен шухӑшласа ҫӳретӗп ҫак кунсенче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗрарӑм юратман упӑшкинчен уйрӑлса кайнине халь, авалхилле шухӑшласа, чӑтӑмсӑр пулни, ҫылӑха кӗни вырӑнне хумастпӑр ӗнтӗ, йӑлтах урӑхла, ҫакна халь эпир ирӗклӗх палли вырӑнне хуратпӑр, ҫакӑнта та хӗрарӑма авал мӗн сӑнчӑрласа, тӑлласа, хӗстерсе тӑнӑ, ҫавӑ йӑлтах арканнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Укҫа-тенке пӗр алӑра тытма кӑмӑлӗ ҫук пулсан, пӑрахса каяс шухӑшпа пурӑнмасть-ши Елюк? — ҫапла шухӑшласа хуйхӑрать Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чи малтанах ачасем ҫинчен шухӑшласа кӗрешнӗ аслӑ ӑрусем, халь те ҫаплах, малашне те ҫапла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Купалаттарма пуҫличчен унталла-кунталла шухӑшласа пӑхма ҫак хуран вӗремерӗ-им?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан пӗр-ик ҫеккунт пек шухӑшласа тӑчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех