Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Ҫак вӑхӑтра Ула Тимӗр, аллинче ҫунакан зажигалкине тытса, инҫех те мар хӑйне тепӗр арҫын сӑнаса пӑшт пулса тӑнине сисмесӗр, чӗрине элексир пек сип кӳрекен «охо-хо-хо» сасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗ, хӑй те «эхе-хелесе» илчӗ, сӑмахпа та чӗнсе пӑхрӗ — хирӗҫ чӗв те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак, ҫитсен, ӑна, ӑшаласа-шаритлесе, хӗрӳпе, кӗрӗвӳпе, мӑнукӑмӑрсемпе, сӑвап ҫурти ҫутса, сан ятпа, сана асӑнса, сана кӗрекене чӗнсе, сан кӑмӑлна кӳнехтерсех ҫийӗпӗр-ха…».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта вӗсем ятарлӑ ҫар операцине тӗрев пани ҫинчен пӗлтернӗ, фашизма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗрлешме чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Халь килнисем хӗрсене чӗнсе илчӗҫ, тем ҫинчен пӑшӑлтаткаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Тамара нумай кӗттермерӗ, чупса ҫитрӗ те тӳрех детальсене сортлама пуҫларӗ, анчах цех начальникӗ ӑна хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

…Ирхине Владимир Сергеевичпа Ревлен Петровича сестра чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровича выговор пачӗҫ, премисӗр хӑварчӗҫ, хытӑ асӑрхаттарчӗҫ, Владимир Сергеевича чӗнсе илсех калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровича татах та хӑйӗн ҫумӗнче тӑратасси килчӗ каччӑн, анчах мастера инженер чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Атте, аттеҫӗм, эпӗ ӑна чӗнсе кӗретӗп, эсӗ тульккӑш ан хумхан кӑна.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ак, станок ӗҫлемест те чӗнсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович крановщицӑпа пӗрле ӗҫлекен стропальщицӑна чӗнсе илчӗ те заготовкӑна кранпа станок умне ҫӗклеттерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ кӑмака хутса ҫунтарам, тем сивӗрех пек сан кунта, кайран вара Ираида Васильевнӑна чӗнсе килӗп.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ташлакансене тепӗр хут чӗнсе ӑшшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ахӑлтатса кулни, пӗр-пӗрне ятран чӗнсе ташӑ картине кӑларни каҫхи урам тӑрӑх ян та ян каять.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫула май кӳршӗре пурӑнакан Лисук кинемее чӗнсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шӑпӑрлансемпе шкул ачисене тӗрлӗ конкурса хутшӑнма чӗнсе каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене, паллах, Диплом, парне парса чыслӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Вӑл ку тӑрӑхри ҫынсене ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене гуманитари пулӑшӑвӗ панӑшӑн тав турӗ, малашне те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле».

Министерство транспорта обратилось к местным чиновникам с требованием о надлежащем содержании дорог: «необходимо самим регулярно выезжать для мониторинга и оценки ситуации».

Вӑрмар районӗнчи ҫул ҫине конькипе ярӑнма тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34300.html

Класс руководительне чӗнсе кӑлартӑм та ачасене ҫур сехетлӗхе хӑварма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех