Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир… чее хур ами, Кэт, турӑшӑн та.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӑрӑ-кӑвак куҫӗсем, чее сӗмлӗ тачка тути, ҫаврака, йӗкӗр янахӗ тата лаптак сӑмси — пӗтӗмӗшпе — тулли кӗлеткеллӗ манах сӑн-питне йӗркелеҫҫӗ, — картинӑсенче манах пичке тӗлӗнче сӑра савӑчӗпе ҫавнашкал ларать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Питех те чее кайӑк.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Франк куҫ харшисене вӑраххӑн ҫӗклерӗ; унӑн улшӑннӑ питне хурланчӑк та чее кулӑ чалӑштарчӗ.Франк медленно поднял брови; скорбная и коварная улыбка перекосила его изменившееся лицо.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсем — лайӑх, анчах ҫав тери ултавлӑ, чее ачасем.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн кӳпчем, хӗрлӗ тути пурнӑҫа юратакан кулӑпа сарӑлчӗ, куҫӗсем вара вылянчӑклӑн, чее йӑлтӑрккапа ҫиҫеҫҫӗ.
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Эпӗ провокатор, чее ҫын, астаруҫӑ пулатӑп.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Анчах Стильтон хӑй ӑсласа кӑларнӑ япалапа (ҫынран — тетте!) пирвай самаях мӑнаҫланса пычӗ, мӗншӗн тесен вӑл, хӑйӗн шухӑшӗпе, — кӑсӑк япаласем тума пӗлекен, чее фантазиллӗ ҫын.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Кӗмелли пӗр алӑк тӑррине ҫапла ҫырнӑ: «Арҫын пурнӑҫӗн хӑйне евӗрлӗхӗсем», теприн ҫинче: «Тӗрлӗлӗхри кирлӗлӗхсем», виҫҫӗмӗшӗ ҫинче: «Еткерлӗх», тӑваттӑмӗшӗ ҫинче: «Темперамент» тата малалла та; кашни алӑк тӑрринчех — чее, йӑпанӑҫ сӑмахсем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Урине ҫӑмӑллӑн силлесе ларакан Консейль Гартӑн чее кулӑллӑ типӗ питне елпӗрсе тӗсерӗ; Гарт Консейлӗн мрамор ҫамкипе кӑвак куҫӗсенчен тӗмсӗлчӗ; унтан иккӗшӗ те тискер, усал, хура Вебера куҫ хӗсрӗҫ; Вебер вара хӑй енчен вӗсем патнелле куҫлӑхӗ айӗпе ҫип-ҫинҫе ухӑ йӗппи вӗҫтерсе ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн виҫҫӗшӗ темӗскер сӳтсе явма пуҫларӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Хӑрушла пуйса килсе эсӗ мана, хӑвӑн яланхи ҫулташна, чӗптӗм пай ҫеҫ патӑн. Ылханатӑп сана. Эпӗ сана тата аскӑнчӑк Неррӑна пӑрахса хӑварса кукка патне каятӑп, унта пилӗк ҫултан, чее ҫапкаланчӑк, санран ытларах пуйма тӑрӑшатӑп».
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Вӑл шутсӑр чее меслетпе усӑ курчӗ, ҫавна пула «Йӗплӗ минтер» шурлӑхлӑ ҫырма-ҫатра хушшинче тӑпах чарӑнса тӑчӗ, ҫӗнтернипе савӑннӑ «Инкек, тасал», вунӑ ҫулхи кӗрешӳ хыҫҫӑн, кунти виҫӗ хупаха пӗтерсе гавань ҫумӗнчех хуҫаланма пикенчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Ох, Самбо чее.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Анчах аркатушӑн айӑплисене темӗнле чее ӗҫсем те уҫса параймарӗҫ, ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен этем пурӑнман ҫак шывра урӑх карап ҫук, — чечекленекен ҫырансене аркатнӑ флот карапӗсем кӑна.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Симӗс шӑнасем вӑраннӑ та сывлӑшра мӗлтлете-мӗлтлете вӗҫеҫҫӗ — вӗсем питне урисемпе шӑлкаласа хӗвел ӑшшинче ларма юратаҫҫӗ; вил тӑпри чулӗн кӗтесӗнчен калтан вак шӑрҫа евӗр чее куҫӗсем тӗсеҫҫӗ, тӗмсен хушшинчи курӑнми кайӑксем пӗр-пӗрне йӑвашшӑн та хӑюсӑррӑн йыхӑрма пикенчӗҫ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Скоррей вара сывӑ, икӗ ача сывӑ, шӑпах вӗсем пире чун иллин чее курса тӑраслӑхӗ пирки ӗнентереҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӑрттӑн чее.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Анчах Урапасен йӑхӗ яланах ҫав тери чее пулнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ахӑртнех, ҫынни ҫав тери чее те харсӑрскер, анчах унӑн опытпа кирлӗ пӗлӳ ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа кантурта та, лавккара та алӑ йӗрӗ хӑварнӑ, — пӗр чарӑнмасӑр каласа пачӗ милиционер.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.