Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хывса (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӗрӗр!» тенине илтсен, иӳлӗме кӗчӗ, ҫӗлӗкне хывса, сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, тӗпеле иртсе, Казаковпа ыттисене алӑ тытса сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫӗлӗкне хывса, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ, каялла ҫаврӑнса, картишне кӗчӗ, тепре пырса йыттине ачашларӗ, унтан кайри пӳрте кӗрсе ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, алсине хывса, сӑмсине тытса пӑхрӗ — алӑ лӑймакарах хӗрлӗ шӗвекпе хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗчӗҫ те тӗлӗнчӗҫ: Иван, кӗпине хывса пӑрахнӑ та, калумпа вутӑ ҫурать, Санюк вӑл ҫурнине шаршан туса купалать.

Куҫарса пулӑш

Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра алӑка шаккани илтӗнчӗ, ирӗк панӑ хыҫҫӑн, пӳлӗме Сергей Озеров кӗрсе тӑчӗ, ула карттусне хывса, сывлӑх сунчӗ, чӗтревлӗ сассипе: — Эсир чӗнтернипе килтӗм, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван ял Советне исполнитель хыҫҫӑнах ҫитрӗ, карттусне хывса, пурне те сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эппин, пальтӑра хывса ҫакӑр.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, гардероб патне пырса, алӑкӗсене уҫса ячӗ те унти вуншар кӗписенчен чи лайӑххине суйласа илчӗ, ҫийӗнчи кӗпине хывса, ҫавна тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте арӑмне хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, ҫийӗнчи туллатнӑ кӗрӗкне, каракуль ҫӗлӗкне хывса ҫакрӗ, ҫӑматтине хывма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте хӗресӗпе рясине хывса пӑрахсан, пурте йӑл-ял кулкаласа тухса шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам сӑмахӑн хуҫи Пулса, ак ҫапла тӑватӑп эпӗ, — терӗ те Якку атте, кӑкӑрӗ ҫинчи пысӑк хӗресне, ҫийӗнчи рясине хывса урайне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗлӗкӗсене хывса сулахай хул хушшине хӗстернӗ шурӑ ҫӳҫлӗ, кӑвакрах сухаллӑ стариксем, пуҫӗсене хура тутӑр ҫыхнӑ карчӑксем — кунта пухӑнса тулнӑ пӗтӗм халӑх пуп кӗлӗ пуҫласса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— «Халӑх, каҫар мана. Эпӗ ку таранччен сире суйса-улталаса пурӑнтӑм. Халӗ, Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, капла пултараймастӑп», — тенӗ те — хӗресӗпе рясине хывса чиркӳ урайне пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑксем вӑл килсе кӗнӗ-кӗменех ура ҫине тӑчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене хывса пуҫ тайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Турӑ пулӑштӑр сана, Ехрем мучи, — ҫӗлӗкӗсене хывса. сывлӑх сунчӗҫ вӗсем ӑна.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ, лӑпсӑркка ҫӗлӗкне хывса, ывӑлӗ патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫӗнӗ хӑнасен сӑхманӗсене хывса ҫакма пулӑшрӗ, тӗпеле ирттерсе палас витнӗ вӑрӑм сак ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑматтине хывса пушмак тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк кин, тӑпӑртик! тӑпӑртик! тутарса, ҫӗкленӳллӗ сасӑпа юрлать:

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Сахарпа Петӗр тухрӗҫ, калаҫкаланӑ май килнӗ ҫынсен ҫийӗсенчи тӑлӑпӗсене хывса ҫуна ҫине хучӗҫ, Ивана шаккаса тасатма хушса, лешсене пӳртелле ҫавӑтса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта хывса хӑварнӑ костюм кӗсйинчен бинт тата йода тултарнӑ пӗчӗк кӗленче илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех