Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Январӗн тӑваттӑмӗшӗнче пиччепе арӑмӗ каҫ умӗн вутӑ тиеме кайрӗҫ, эпир аннепе Лидия Макаровна Попова патне — унпа пӗрле хамӑрӑн хуйхӑ ҫинчен калаҫса ларма кайрӑмӑр.

Четвёртого января под вечер брат с женой ушли за дровами, а мы с мамой отправились к Лидии Макаровне Поповой — поделиться с ней своим горем.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унӑн нумаях та пулмасть хаваслӑн йӑлтӑртатнӑ куҫӗсенче халӗ — йывӑр хуйхӑ.

Печаль, тяжёлая и гнетущая, застыла в его недавно весёлых глазах.

«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Сасартӑк — ҫӗнӗ хуйхӑ.

И вдруг — новое горе.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Каласа ӗнентермелле мар йывӑр хуйхӑ пусрӗ чӗрене.

Неизбывная печаль легла мне на сердце.

«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Телейпе савӑнӑҫ вырӑнне хӑрушӑ хуйхӑ хупӑрласа килет.

На смену счастью и благополучию шло великое горе.

«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Мессала хӗрӗ шурӑхса кайнӑ, унӑн пичӗ ҫинче пысӑк хуйхӑ палӑрнӑ.

Дочь Мессалы была очень бледна, и на ее лице лежала печать недавнего тяжелого горя.

Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах кунта та пысӑк хуйхӑ пулнӑ ун.

Но эта затея кончилась очень печально.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

— Акӑ, ҫи, ӗҫ те атӑ ҫӗле, хуйхӑ ҫине сур.

— Вот, ешь, пей и сапоги шей, а на горе наплюй.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Тума, Тума, хуйхӑ ҫӑлтӑрӗ…»

«Тума, тума, звезда печали»…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сивӗ хуйхӑ.

Холодная печаль.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусӑрӑнтӑм хуйхӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ак иккен, ейӳ ямалли, сикки сикмелли хӗпӗртӗк, ҫав асаилӳ, хуйхӑ тӗлне ҫеҫ капланчӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Темле хуйхӑрмалла пекчӗ унпа, ҫитменнине ӑна шелччӗ; пӗрмаях унӑн вичкӗн юррисем тата лӑпкӑ хуйхӑ витӗр савӑнӑҫ сӑрхӑнтарса тӑракан гитара сассийӗ аса киле-киле каятчӗ.

Грустно было с ним, и жалко было его; всё вспоминались бойкие песни и этот звон гитары, сочившийся радостью сквозь мягкую грусть.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫӗрӗн карап ҫуначӗсене хуйхӑ пуснӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫут тӗн чӗри ҫулсем тӑрӑх пит те ирсӗр ҫынсене илсе ҫӳреҫҫӗ, — пьянцӑсем, упшурсем, ҫак тӗнчери каяшсем, сирӗн ҫинчен калатӑп, — сирӗн шучӗ те ҫук, ылханлӑскерсем, сире ҫӗр те хӑй ӑшнелле йышӑнмасть!

Горе корабельным крилам земли, ибо несут они по путям вселенной людишек препакостных, — разумею вас, пияницы, обжоры, отребие мира сего, — несть вам числа, окаяннии, и не приемлет вас земля в недра своя!

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ариил хулине хуйхӑ пуснӑ, унта ирсӗр ҫынсемле жуликсем тата тӗрлӗрен килӗшӳсӗр йӗрӗнчӗксем хӑйсен усал кӑмӑл-шухӑшӗсен ирсӗрлӗхӗнче пурӑнаҫҫӗ!

Горе граду Ариилу, иде же сквернавцы и жулики и всякие мрази безобразнии жительствуют в грязи подлых вожделений своих!

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫурт тӑррисене витекенӗ хӑй тусӗсем юратсах сӑмахласа ларнӑ ҫӗре, турӑ ҫинчен, чӑнлӑх ҫинчен, сектӑсем ҫинчен тата этем пурӑнӑҫӗнчи хуйхӑ ҫинчен сӑмахласа ларнӑ ҫӗре хутшӑнмасть.

Кровельщик не вступает в беседы о боге, правде, сектах, о горе жизни человеческой — любимые беседы его друзей.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав илемсӗр, кичем ташша пӑхнипе мана йывӑр хуйхӑ пусса илнӗ пек пулать, салтак арӑмӗсем ҫинчен, кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсемпе кухаркӑсем ҫинчен, аскӑн йытӑсем ҫинчен лайӑх мар япаласем аса килсе каяҫҫӗ.

Эта скучная, некрасивая пляска вызывает у меня тяжелое уныние, будит нехорошие воспоминания о солдатах, прачках и кухарках, о собачьих свадьбах.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пирӗн — хуйхӑ эсӗ — «ташлас пулать», тетӗн.

У нас горе, а ты «плясать».

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Паллах, килте пысӑк хуйхӑ пулнӑ кун пирки.

Конечно, в доме — горе.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Тӗрлӗ условиллӗ сӑмахсем приказчикӑн иконӑшӑн, кӗнекешӗн мӗн чул пама юранине пӗлтереҫҫӗ: «хурлӑхпа йывӑр хуйхӑ» тенӗ сӑмахсем вунӑ тенке пӗлттереҫҫӗ, «Никон-тигра» тени — ҫирӗм пилӗк тенке; сутакана епле суйнине курса тӑрасси маншӑн намӑс туйӑнать, анчах кӗнекеҫӗ ҫивӗччӗн выляни мана илӗртет.

Ряд условных выражений указывает приказчику, сколько можно дать за икону, за книгу; я знаю, что слова «уныние и скорбь» значат — десять рублей, «Никон-тигр» — двадцать пять; мне стыдно видеть, как обманывают продавца, но ловкая игра начетчика увлекает меня.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех