Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаваслӑн (тĕпĕ: хаваслӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Растов князь каланӑ ҫынсене пурне те илсе килтӗмӗр, воевода! — хаваслӑн тавӑрчӗ кремле кайса килнӗ ҫар пуҫӗсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ аса илтӗм ӗнтӗ, — терӗ карчӑк хаваслӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӗҫлес текеншӗн ӗҫӗ тупӑнать пирӗн, — терӗҫ юпасем хушшинчен хаваслӑн.

— Были бы руки, работа найдется, — раздался чей-то бодрый голос.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ах, ӗмӗр иртрӗ питӗ вашкӑн Хаваслӑн пурӑнмалла чух…»

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗре тапать, тапать хаваслӑн, Сиксе тухасшӑн ӑшӗнчен…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут барон патне ҫыру Ҫырать хаваслӑн, туслӑн, ӑшшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вара Зейнаб хӑйне мӗнле хаваслӑн тытнинчен, вӑл мӗнле хавхаланса юмахланинчен Левентей хӗр ку тӗлпулӑва тахҫанах кӗтнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вот, кӑна илтме кӑмӑллӑ! — секретарь сасси раснах хаваслӑн тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман хӗре хулхушшинчен тытрӗ те ҫак кунсенче курнӑ-илтнӗ пули-пулми ҫинчен хаваслӑн каласа кӑтартма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна курсан, йӗри-таврари ҫынсем хаваслӑн калаҫкаласа илчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тытмалла, — хаваслӑн каларӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ куҫ хӳрипе пӑхсах асӑрхарӗ: вӑл ҫывӑрман, йӑлтах итлесе выртнӑ, ҫавӑнпа ун пит-куҫӗ хаваслӑн ҫутӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Куратӑн-и, мӗн чухлӗ пуҫтарӑнать! — хаваслӑн каларӗ вӑл арӑмне.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрремӗш хутӗнче хӑйсем мӗн илтнине хӑйсем ӗненмен пек тӑнӑ ҫынсем туллин, хаваслӑн, пурте пӗр харӑс тенӗ пек сывласа ячӗҫ, унтан тин кашни кунта хӑй пӗччен тӑманнине туйса илчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул ҫинче пуринчен ытларах Укахви калаҫрӗ: нумай вӑхӑт хушши хатӗрленнӗ пухӑва ирттерни уншӑн пысӑк ӗҫрен хӑтӑлнӑ пекех пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хаваслӑн та ирӗклӗн тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем пӗрпӗрне мухтаса хаваслӑн калаҫкалани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн, унта та кунта хаваслӑн ахӑрашни, шӑхӑрса юрлани, пӗр-пӗрне ятран чӗнни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗрлех каятпӑр-и, е эсӗ юлатӑн-и? — терӗ Михала уйрӑмӑнах хаваслӑн.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырмара вӗсем чылайччен асапланчӗҫ, анчах ҫапах та Нургали килне хаваслӑн пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Килсем, килсем, Нухрат! — хаваслӑн каларӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех