Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна тӳссе ирттерме ӑна вӑрахчен йывӑр пулчӗ, вӑл ҫынсене епле кӗтсе илнине, пӗр-пӗрине чуп тунине курасшӑн мар пулса, юриех вакунран чӑн юлашкинчен тухма тӑрӑшатчӗ, ҫавӑнпа япалисене тата вӑраххӑнтарах пуҫтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каярахпа ӑна арӑмӗсӗр пуҫне урӑх никам та кӗтсе илместчӗ, вӑл хӑй те вара текех васкамастчӗ, пуҫне те чӳречерен кӑларса пӑхмастчӗ, тамбура та часрах тухма тӑрӑшмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хыҫалта пырсан, кӳршӗ ял витӗр тухма та намӑсланса тӑратӑн, — каллех сӑмах хушрӗ Тунькка.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мала тухма ансат мар, малта тытӑнса тӑма вара — йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тӑрӑшсан, ҫине тӑрсан, тем тума та пулать. Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулать. Умра чул стена тӑтӑр, ӑна та шӑтарса тухма май пур. Аптрамастпӑр», — хавхалатать вӑл хӑйне яланах.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кун пек ҫӗре тухма юратсах каймасть вӑл, — пӗлтерчӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак кунсенче минтер ӑшӗнчи тӗксем йышлӑнрах та йышлӑнрах тухма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сире шантарсах калатӑп: эпӗ фермӑран тухма шутламастӑп.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку ӗҫе правлени ларӑвӗнче пӑхса тухма йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрсем ун сӑмахне витене тухма чарӑнсах итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Униҫҫе патне сӗлӗ илсе кайнине йӗрлесе тупас-мӗн пулсан, ӑҫтан пӗлен, тем те килсе тухма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Епле килсе тухма пултарчӗ вӑл?

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Тухас тесен, тухма пулӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Апла, мӗн, манӑн та вӗҫсе тухма ҫук-и? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах нумай ачаллӑ амӑшне пенсине тухма 15 ҫултан кая мар страхлав стажӗ кирлӗ.

Для выхода на пенсию многодетной матери необходимо иметь не менее 15 лет страхового стажа.

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568

Хӗрарӑм виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ пулсан – вӑл 57 ҫулта пенсие срокчен маларах тухма пултарать.

Если женщина родила и воспитала трех детей – она имеет право досрочно выйти на пенсию в 57 лет.

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568

Миҫе ҫулта нумай ачаллӑ амӑшӗ пенсие тухма пултарать – Раҫҫейри Социаллӑ фондӑн Пушкӑрт Республикинчи специалисчӗсем ӑнлантарса параҫҫӗ.

В каком возрасте многодетная мама может выйти на пенсию – объясняют специалисты Социального фонда России по Республике Башкортостан.

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568

«Ҫакӑн пек тӗрӗслев сӑнавӗ динамикӑри патологи аталанӑвне, видеороликӑн юлашки тӗрӗслевне малтанхипе танлаштарса пӑхса тухма май парать.

«Такой вид обследования позволяет проследить развитие патологии в динамике, сравнив видеоролик последнего осмотра с предыдущим.

Пушкӑрт больницинче нацпроект енӗпе ку чухнехи оборудовани туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3431841

Пуҫару пирки, федерацин саккунсен пайне, ҫӗнӗлӗхсем кӗртме Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ыйтупа тухма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Уголовнӑй ӗҫе Туймазӑ районӗнчи судне пӑхса тухма янӑ.

Уголовное дело направлено в Туймазинский межрайонный суд для рассмотрения по существу.

Пушкӑртра "саклат хуракансене" суд тӑвӗҫ, вӗсенчен килограмма яхӑн наркотик туртса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... ln-3421517

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех