Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑм сăмах пирĕн базăра пур.
туйӑм (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, Ятманшӑн халӗ телей хут ҫинчи сӑмах ҫеҫ мар, ӑшри туйӑм, куҫа курӑнакан япала.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук-ха, кӗме иртерех, Ятман ӗҫ хыҫҫӑнхи ырӑ туйӑма ытларах туйса юласшӑн, киле кӗрес килменни мар, шӑп кӑна ҫак ыр туйӑм тытса чарчӗ ӑна пӳрт умӗнче.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей чӗринче ҫак вӑхатра ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм сарӑлнӑҫемӗн сарӑлчӗ, кӑмӑла ҫӗклентерсе, пуҫра ытармалла— мар ҫепӗҫ шухӑшсем вӑранчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак халь шухӑшлать те, кун пек туйӑм унӑн хӑйӗн те пур.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан ҫара кайиччен ӑна тантӑшӗсем ӗнер сан каччу Зейнабпа ларатчӗ тесе пӗлтеркелетчӗҫ, пӗр вӑхӑтра чӗрере темле кӗвӗҫӳ евӗр туйӑм та пурччӗ, ҫапах та ӑна нихҫан та палӑртман: ялти каччӑн вӑйӑ вӑхӑтӗнче такампа ларасси те пулӗ!

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пачах урӑхла, кӑкӑрта пысак ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн ҫуралакан кӑмӑллӑ туйӑм сисӗнсе тӑрать, килте каннӑ хушӑра та ӗнерхи тавлашу ҫинчен мар, ыранхи кун ҫинчен, пуҫланӑ ӗҫе часрах пӗтересси ҫинчен шухӑшлас килет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кунта ним пӗлмесӗр кӗмен, малтан хӑй паллакан ҫынпа, темиҫе ҫул каялла вӗсем патне пырса кайнӑскерпе, калаҫса пӑхнӑ Левентей начальник ҫине тарӑхса ларчӗ, унӑн ӑшра ҫак ҫап-ҫутӑ куҫлӑ ҫиелтен тирпейлӗ пек туйӑнакан ҫынна хирӗҫле туйӑм ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Зейнаб тухса кайсан та нумайччен тулашса ларчӗ, кӑвасак панулми ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӑварта лайӑх мар тутӑ пулнӑ пек, чӗрере темле кӑмӑла тавӑракан туйӑм тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗрере калама ҫук ӑшӑ туйӑм ҫӗкленет, куҫсем такама тупнӑ пек пӑхаҫҫӗ, алсем ывӑлӗн тӗреклӗ кӳлепи патнелле туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку туйӑм ӑна улталамарӗ, ҫапла старик килмест-и-ха тесе йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн пӑхкаланӑ хушӑра вӑл пӗррехинче ҫӑкаран инҫех те мар ашшӗ тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чӗринче халӗ хӑйне тахшин кӳрентернӗ чухнехи пек туйӑм пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашнин чӗрере савӑнӑҫлӑ туйӑм ытларах ҫӗкленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сасартӑк ҫуралса хӑвӑрттӑн пӗтӗм пуҫ мимине ҫавӑрса илнӗ шалти туйӑм ӑна ҫакна систерчӗ: ун умӗнче пурин ӗҫне те тӗрӗслесе ҫӳрекен ревизор, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ӑс паракан контролер пулас хӑрушлӑх тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗлетӗн-и халӗ манӑн мӗнле туйӑм, председатель? — терӗ вӑл, ура ҫине тӑрса.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аннепе атте, Валентина Ивановнӑпа Николай Дмитриевич Герасимовсем, сакӑр ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑӗ Ҫемьере пӗр чӑмӑра чӑмӑртаса тӑраканӗ, пурне те ҫепӗҫ кулӑпа ӑшӑ туйӑм парнелекенӗ — анне, ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Мӗнле туйӑм вӑл — умри телее тӗмсӗлсе кӗтни-и е хӗр ӗмӗрӗ иртсе кайнишӗн кулянни?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чуна темле ырӑ туйӑм ачашлать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн сӑввисенче юрату вӑл чун-чӗрери нимӗнпе виҫейми пысӑк та аслӑ туйӑм.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Ҫак туйӑм этеме хӑй ҫӗршывне, савнӑ тӑван вырӑнӗсене, тӑван халӑхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Ҫав туйӑм халӗ те упранса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех