Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туй сăмах пирĕн базăра пур.
туй (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурӑн ҫинче сала кайӑксем туй тӑваҫҫӗ: ҫурхи иршӗн хавасланаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Пӗрремӗш упӑшка мана хӑй пӑрахрӗ, туй хыҫҫӑн пӗр ҫултанах теприне тупрӗ те мана пӗр ачапа тӑратса хӑварса Ҫӗпӗре тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ кресло ҫинче тӗлӗрсе е шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыракан юлташсем мӗнле ӗмӗтпе инҫе ҫула тухма шут тытнине кӑштах чухлаттӑм ӗнтӗ: Лисукпа Ваҫук, халь кӑна пӗрлешнӗскерсем, Казахстана ӗҫлеме кайнине, вырӑссем пекрех каласан, туй ҫулҫӳревӗ вырӑнне хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

«Туй тума хатӗрленместӗр-и, Кӗркури пичче?» — шӳтлӗн-мӗнлӗн ыйтрӑм унӑн ашшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Анчах туй тӑвассишӗнех ылтӑн ҫӗрӗшӗн савӑнма ан васкӑр.

Но не торопитесь радоваться кольцу, только ради свадьбы.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унсӑр пуҫне унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» коллективлӑ сборниксенче кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Кӑҫал кӗркунне туй тӑвас тесеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пуҫӗнче тем тӗрлӗ шухӑш туй турӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелӗнчен таврӑнсан — туй тӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, мӗн чухлӗ калаҫу хускатмарӗ пуль ҫав туй!

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ташлаҫҫӗ туй ҫыннисем, тӑпӑр-тӑпӑр тутараҫҫӗ шӑпӑр кӗвви май, вӑхӑт-вӑхӑт такмакласа та илеҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр ҫӗмӗрсе туй кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ирӗк памасӑр нимӗнле туй та пулмасть!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнӑ хӗрӗм вилсе выртрӗ сарӑмсӑр, Эс илӗртсе туй пулнипе вӑхӑтсӑр — Мӑшкӑл турӑн ман юратнӑ кил-йыша, Эс пистертӗн пӗлӗшсемпе хурнташа.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах Чӗкеҫшӗн пулсан Инкӗш ухмаха ерни Нимӗн те мар туй пулсан, Пултӑр кӑна хӑй савни!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шӑпӑр кӗвви, туй ҫемми Чуна ҫӗклентсе ярать, Аскӑн шӑпӑр этемми Пӗтӗм чунне кӑларать:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ахӑрттарать яш кӗрӗм, Пуҫӗсенче туй сӗрӗм…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр самантра туй карти, Хура арӑм ун варри, Кӗрӗслетсе ҫавӑрнать, Урса кайса пӑтранать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Тууй, тууй, туй тесе Пуҫран хушпу тухмарӗ, Кин туянӑп теейсе Пӗр ташлама пулмарӗ», «Хӑта пуян тееҫҫӗ, Сӑра ӑсса памаҫҫӗ; Сившу каччи тееҫҫӗ, Таш ташлама тытмаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех