Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
тивӗҫ (тĕпĕ: тивӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, пур ҫынна та пӗрешкелех тивӗҫ ҫутҫанталӑкран хӑйӗн илемне илсе, ӑна пӗр ҫын аллипе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӗр ҫинче вӑл хӑйне тивӗҫ юлташ тупайманнипе кӑна, ӑна шыраса, йӑнӑшпа, ахаль ҫын ҫумнех килсе лекнӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑш-пӗр салтаксен биографийӗ те, вӗсем ҫинчен вырӑнти ҫынсемпе вӑрҫӑ ветеранӗсем аса илсе каласа пани те, сӑнӳкерчӗксем те пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унран ҫӳлте пулма, ун ҫулне картлама нимӗнле тивӗҫ те ҫук сан аллунти машинӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Унӑн-и? — ҫӑмӑллӑн, хавассӑн калаҫма сӑлтав та, тивӗҫ те ҫуккине тинех тавҫӑрса иле пуҫланӑн кӑштах кичемленчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Савӑнма тивӗҫ пулӗ-и Прохор Петровичӑн ҫакӑн хыҫҫӑн сарӑ кун илемӗпе?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗчӗккисене аслисем яланах аса илтерсе тӑма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Улшӑнусем пурӑнмалли ҫуртсене, ача сачӗсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене, шкулсене пырса тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Ырӑ ята территори пайӗнче тӗп специалист-экспертра тӑрӑшакан Нелли Иванова, ҫарпа учет енӗпе ӗҫлекен Надежда Чернова специалист тата ытти ӗҫченсем тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Анна Иванова та мухтава тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Машина юсасси тата ҫыхӑнупа тивӗҫтересси унӑн тӗп тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Эпир Хӗрлӗ Ҫар тылне тӗреклетме тивӗҫ, хамӑрӑн пӗтӗм ӗҫе ҫав ӗҫӗн интересӗсене пӑхӑнтармалла, мӗнпур предприятисене вӑйлӑн ӗҫлеттермелле, винтовкӑсем, пулеметсем, орудисем, патронсем, снарядсем, самолетсем нумайрах туса кӑлармалла, заводсене, электростанцисене, телефон тата телеграф ҫыхӑнуне сыхлас ӗҫе организацилемелле, сывлӑшран килсе тапӑннинчен вырӑнта сыхланассине йӗркелесе ямалла.

Мы должны укрепить тыл Красной Армии, подчинив интересам этого дела всю свою работу, обеспечить усиленную работу всех предприятий, производить больше винтовок, пулеметов, орудий, патронов, снарядов, самолетов, организовать охрану заводов, электростанций, телефонной и телеграфной связи, наладить местную противовоздушную оборону.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ пирӗн пӗтӗм паттӑр Ҫар, пирӗн пӗтӗм паттӑр Тинӗс-Ҫар Флочӗ, пирӗн мӗнпур летчиксем-соколсем, пирӗн ҫӗршыври мӗнпур халӑхсем, Европӑри, Америкӑри тата Азири чи лайӑх ҫынсем пурте, юлашкинчен, Германири чи лайӑх ҫынсем пурте — Германи фашисчӗсен ултавлӑ ӗҫӗсене питлеҫҫӗ тата Совет Правительстви ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, Совет Правительствин ӗҫӗсене ырлаҫҫӗ тата ҫакна курса тӑраҫҫӗ: пирӗн ӗҫ — тӗрӗс ӗҫ, тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр, эпир ҫӗнтерме тивӗҫ.

Вот почему вся наша доблестная армия, весь наш доблестный военно-морской флот, все наши летчики-соколы, все народы нашей страны, все лучшие люди Европы, Америки и Азии, наконец, все лучшие люди Германии клеймят вероломные действия германских фашистов и сочувственно относятся к Советскому правительству, одобряют поведение Советского правительства и видят, что наше дело правое, что враг будет разбит, что мы должны победить.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Сирӗн ӗҫӗр тата профессири ӑсталӑхӑр пысӑк хака тата хисепе тивӗҫ.

Ваш труд и профессионализм заслуживают высочайшей оценки и признания.

Олег Николаев Радио кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/07/ole ... dnem-radio

Ҫакна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем те туйма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Сӑмах май, суд йышӑнӑвӗнче эпӗ саккунпа килӗшӳллӗн хӳтлӗхе тивӗҫ I ушкӑн инваличӗ пулнине палӑртакан пӗр сӑмах та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Саккунлӑха хӳтӗлекенскер явап тыттарма кӑна мар, ҫынсене, пушшех инвалидсене пулӑшма та тивӗҫ тесе шухӑшланӑччӗ те - кӑлӑхах иккен.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Аран ӑнлантӑм: эпӗ явап тытма кӑна тивӗҫ, гараж патӗнче хайхи палла ҫакма та хирӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ҫавӑнпа ҫак Пехил евӗр сӑваплӑ сӑмахсен вӑйӗ паян пӗтӗм тӗнче шайӗнче сарӑлма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Вӑл хӑйсен пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарас текенсене пулӑшма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех