Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗҫ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑрҫӑ пӗтсен, — терӗҫ Ритӑпа Аркадий харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл хула ҫамрӑкӗсене Атӑл леш енне вӑрман касма ертсе кайнӑ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йывӑр асаппа ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ хӗрарӑма наҫилккапа йӑтса тухнӑ вӑхӑтра, залри халӑх ӑна шеллесе: — Эй, апӑрша-а! Хӑйне тӳсме ҫук йывӑр пулсан та, вилӗмӗпе чӑтӑмлӑн кӗрешсе, хӑйӗн тӗрӗслӗхӗпе тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ ним айӑпсӑр Кӗркурине тӗрме алӑкӗ умӗнчен сирсе ирӗке кӑларса хӑварчӗ вӗт, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Темле пулсан та, унӑн юнӗ вӗт, — терӗҫ залри ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лаша ыйтиччен малтан вӑрмана вутӑпа пӗренесем мӗнле выртнине кайса пӑх-ха, хуралҫӑ хӑҫан пыма калать, ҫавна пӗлсе кил-ха, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Университетпа ҫыхӑнтӑм — чирлӗ, больницӑра терӗҫ, анчах хӑш больницӑрине пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Лартнӑ ҫыннисем Кӳкеҫре анса юлчӗҫ, вӗсем Василий Викторовича укҫа сӗнчӗҫ, ахӑртнех, шофер терӗҫ пулмалла ӑна, укҫа илменрен вара тав турӗҫ те анса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чӑвашсем пек каласан, ие чӑмларӗ ӑна, тухтӑрсем паралич ҫапнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Плансӑр суд тума юрамасть терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӗсем утравӑн планӗ ҫук терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Утрава тара парассипе шантарса илнӗ терӗҫ, — аса илсе хуравларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хут пӗлет! — терӗҫ энӗшкассисем.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен касса ҫитерӗпӗр-ха терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайран паратпӑр терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем Анука вӑрласа кайни ҫинчен Микула пӗлмест терӗҫ пулас та унран кулма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Касмухха килне терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чиркӳ старостин ывӑлӗ Элекҫей терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче Анукӑн ҫуса ҫакнӑ кӗпине касса кайнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех