Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таранччен сăмах пирĕн базăра пур.
таранччен (тĕпĕ: таранччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана ку таранччен лайӑх хресчен тенӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юрать, ку таранччен сывах-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак таранччен мӗн туни - йӑлтах пирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Ку таранччен пурӑнса та ҫакӑн чухлӗ тар кӑларса курман пуль.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Мода хыҫҫӑн кайса, мӗнешкел хӗр-ача паллаймиех улшӑннӑ, вӑл туртма вӗреннине эпӗ ку таранччен те пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ку таранччен хӑйӗн «хӳрине» никам та «хӗсӗнтермесӗр» иртӗхсе пурӑнма хӑнӑхнӑ кил хуҫи ҫакна ҫилпе вӗҫсе иртекен ҫӳпӗ пек ирттерсе яма пултарайман: хӗремесленсе, шӑлне ҫыртса ывӑлӗн аллинчен вӗҫерӗнкеленӗ те туххӑмрах алла пуртӑ ярса тытнӑ:

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ан пӑрахах! — чӗтрентерчӗ вӑл ку таранччен чӗлхе вӗҫӗнчен вӗҫертме хӑйман, кунччен хӑй ӗненнӗ-ӗненмен сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ма ку таранччен ниҫта та курӑнмарӑн, сас та памарӑн?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ун «тӑрринелле» кашни вӗренекен хӑйӗн сывлӑхне, вӑй-халне, ку таранччен пухнӑ пӗлӳсен никӗсне, пуҫ миминчи кукӑрлӑ-макӑрлӑ йӗрсен шутне, шухӑшлав уйрӑмлӑхӗсене кура хӑйӗн манерӗпе, хӑйӗн сулӑмӗпе, хӑйӗн сукмакӗ-ҫулӗпе тапаҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

СПИД, наркомани, токсикомани, ытти усал чир-чӗр ҫинчен нумайӑшӗ ку таранччен илтме мар, тӗлӗкре те тӗлленмен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитет ку таранччен улталаса пурӑннипе, ӗненместӗпех текех сана.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Мӗнле пурӑннӑ-ха эпӗ сансӑр ҫак таранччен?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Салампа сире ҫак таранччен юратса пурӑннӑ Лида.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ку таранччен ыттисем калаҫнине шӑпӑртах итлесе тӑнӑ мастер тем хушӑра пухӑнса тӑнӑ рабочисем умне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑҫта ҫӳретӗн эсӗ ҫак таранччен?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку таранччен чӗпӗсемшӗн ҫут тӗнче клетка шӑтӑкӗнчен кӑна курӑннӑ пулсан, халӗ вӗсемшӗн ытармалла мар юмахри пурнӑҫ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Нестер Янгасӑн ку таранччен чӑвашла сӑвӑ кӗнекисем вуннӑ ытла тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

5 кВтран пуҫласа 15кВт таранччен хӑватлӑ хӗвел батарейисем 18 ача пахчипе 24 поликлиникӑна ӑшӑтса тӑрӗҫ.

Мощные солнечные батареи от 5 кВт до 15кВт будут обогревать 18 детских садов и 24 поликлиники.

Узбекистанра Чӑваш Енри батарейӑпа ӑшӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34244.html

Ҫак таранччен сӑмах хушмасӑр тата шкул ачи лӑпкӑн тӑнӑскер, вӑл йӑлтах улшӑнчӗ тейӗн.

До этого молчаливо и почтительно стоявший в позе школьника, он словно преобразился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех