Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывласа (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тавах Турра, — сӑхсӑхса илчӗ Алендеев ӑшӗнче, вара, вӗри мунчаран уҫӑ сывлӑша сирпӗнсе тухнӑ пек ирӗккӗн сывласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Сӗтел хушшинчен урӑм-сурӑм тухрӗ те, арена ҫинчи сӗкме хатӗр каррида вӑкӑрӗ пек «урса кайса», сӑмсине шӑхӑрттарса сывласа, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хӗреслесе тытрӗ, пӳлӗмре шевро аттине чӑрик-чӑрик чӗриклеттерсе, нӑтӑр-нӑтӑр нӑтӑртаттарса, калла-малла виҫӗ хут та ҫурӑ хутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫлӑх та, мӗнпур чун хавалне пухкаласа, ӗрӗхсе кайнӑ ахӑлтатӑвне чаракласа «читлӗхе» хӑваласа кӗртсе хупрӗ те, хашка-хашка сывласа, Полбутылкин-ҫур кӗленче ҫине куҫне тӗпчевлӗн ывӑтса илчӗ, вара, крафинран ярса, виҫӗ стакан та ҫурӑ шыв ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Ҫапла ҫав, ҫапла, — хашш! сывласа илчӗ вӑл, — ман мӑнукӑм Нинук та ӑссӑр вӑййа пула шар курчӗ, чире кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Валентина Ивановна куҫне чӳрече витӗр Атӑл еннелле вӗҫтерчӗ те каллех шӑпланчӗ, ассӑн сывласа илчӗ, вара, арҫын ҫине тинкерлӗн пӑхса: — Дружока хӑвӑрпа пӗрле илсе каясшӑн-и Эсир? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ ӑшӑмра хашш! сывласа илтӗм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрпе каччӑ, хӑйсене вӗресех тӑкӑнма парас мар тесе, вӗри, пылак чуппа ҫилӗмӗпе ҫилӗмленсе ҫыпӑҫнӑ тутисене чап! уйӑрчӗҫ те вӑрӑммӑн сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Хальлӗхе мӑшӑрах мар-ха, — кулкаларӗ Лена, вара питне-куҫне пӗчӗк тутӑрпа шӑлса типӗтсе, татман панулми пек нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑрне ҫемҫен сиктеркелесе сывласа, юбки аркине ая ҫавӑрса хучӗ те, урисене хутлатса, купарчи ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл мӑшлаткаласа сывласа, ҫулма чарӑнчӗ те, вӑр-вар ҫаврӑнса, каярах юлнӑ, ярӑнса ҫулакан Ленӑна хӑйӗн куҫ ытамне илчӗ, пӗр авӑк унпа киленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

…Самайччен ҫӗрӗшсе кӑмӑскаланнӑ тайлӑк чикмек пек пуҫхӗрлӗн, ҫӗре ҫамкипе ҫурма чикӗнсе, мӑшш-мӑшш сывласа выртрӗ Пурис суя чунпа, асар-писер, урӑм-сурӑм тӗлленсе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Унтан вӑрӑммӑн хашш сывласа илчӗ те хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗртакран вӑл, ӗҫ, хашӑл! сывласа ярса, вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Сӳсленмеллех ҫемӗҫсе кайнӑ» Ула Тимӗре, хӑштик-хӑштик сывласа вӑй пухса, ултава ултӑ пӑт туртакан михӗ айӗнчен туртса кӑларса пӗтӗм тӗнчене силлесе кӑтартасран шикленсе-сехӗрленсе выртаканскере, Анатолийпе Саша ҫӗклесе тӑратрӗҫ те, ик енчен ҫавӑтса кайса, ҫывӑхри вӑрӑм тенкел ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хаш сывласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Полина, Полина, — ассӑн сывласа ячӗ Ула Тимӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шанк хытса, пӗр талккӑм сывламасӑр та тӑчӗ, унтан, туххӑмрах чун-чӗре хӗлӗхӗсене — ҫиппи-кантрисене — лӑшах пушатса ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑркаларӗ вӑл ҫапла нимле мар апла кӑмӑлпа, палӑри-палӑрми сывласа, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль тукаларӗҫ, вара пакетне ҫурӑмӗ хыҫне веле-селе уртса ячӗ те лӳпперрӗн, сӳнӗкленнӗ, чӗнленсе ларнӑ ҫӗр улми пек кӑмӑлпах, сӑнӗ-пичӗпе машинине хупласа илнӗ ҫӑрӑлчӑк пек хуралса, киле май лаштӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫын, сӑмса ҫунаттисене саркаласа сывласа, ҫак ӑшӑ, киленӳллӗ туйӑм авӑрне путса, малаллах талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Тинех», — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ытла та аван кунта, — каҫхи тӗнче капӑрлӑхне ытараймасӑр ассӑн сывласа ячӗ Клава, — ҫапла вӗт?

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех