Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫав самантра шывпа чыхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантра иккӗшӗ те сӑрт хыҫӗнче курма пынисен куҫӗ умӗнчен ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрпӳ хули — вак хула лапара Пӗр самантра лапчӑнать вӑрҫӑра.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр самантра туй карти, Хура арӑм ун варри, Кӗрӗслетсе ҫавӑрнать, Урса кайса пӑтранать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр самантра утаман Шава чарса шӑплатать, Вара умне тухакан Калаҫмашкӑн тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗн куҫ-пуҫӗ Тӗрӗпелех тӗлӗнмӗ, Уншӑн Чӗкеҫ сӑн-пуҫӗ Нимрен паха илемӗ: Кӗрешнине, Туйсара Манса кайрӗ самантра; Куҫӗ каймасть Чӗкеҫрен, Улӑх ҫинчи чечекрен.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак Еркиней ярса илет Туйсара Шӑнӑрланнӑ аллипеле ӗнсе чиккинчен, Анчах Туйсарӗ те пӗр самантра Пусса илет хуллине чавса кукринчен…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинее пиччӗшӗ Пырса пачӗ пыл сӑра, Пӑшӑл-пӑшӑл иккӗшӗ Пуплес илчӗҫ самантра.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр самантра воевота чӗнтерчӗҫ, Чӗкеҫ хӗре хӑйсен умне кӳртерчӗҫ; Майра патша чӑваш хӗрне хӑйӗн патне илесшӗн, Хитре пирки фрейлин тума пӗрле илсе каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр самантра ҫырана Ҫыпӑҫрӗҫӗ анмалла, Икӗ йӗрке пусмана Тӑчӗ салтак хурала.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ака пӗр самантра Атӑл хӗррине Сырса илчӗ халах ҫыран айккине: Ялавлӑ турсемпе пуп таврашӗсем, Воевотӑ патӗнчи паллӑ хӑнасем, Вӗсемпеле пӗрлех пуян хуҫасем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Фашистсен енче йӑлтӑрр! тусанах, эпӗ улӑхри курӑк ӑшне тӑсӑлса выртатӑп та ракетӑсем тавралӑха ҫутатнӑ самантра нимӗн те хускалмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫураласса та ырӑ самантра, телейлӗ тапхӑрта ҫуралтӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кунти ман йывӑрлӑха, ҫак самантра эпир инкек курнине туйма пултарӗ-ши?!

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Чӑн та, эпӗ ҫав самантра хам мӗн тӳссе ирттернине, кӗрешсе вилӗме ҫӗнтернине каярахпа тин ӑнланса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫав самантра, пӗтӗм ҫӗре ҫутатса, ҫиҫӗм ялтлатрӗ, чӗрене шари! ҫурса, аҫа ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Ӗҫӗ ӑнман чух е кулянмалли тупӑнсан, эсӗ унран хуть темле ыйт, ҫав самантра нимӗн те каламасть вӑл, кӑшт кансан, хӑех йӗркипе каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑп ҫак самантра ун патнелле икӗ тӑшман салтакӗ вӑркӑнса чупса пынине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех