Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫук, ҫук, кунта вилмелле мар манӑн», — самантлӑха пырса кӗчӗ уҫӑмлӑ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай выртнӑ-и е самантлӑха кӑна тӑн ҫухатнӑ — Калюков ӑна пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор каланине аса илнипе кӑна самантлӑха пуҫа ҫав шухӑш пырса кӗчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, ыттисене ирттерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл та Сӑпание курсан самантлӑха ҫухалса кайрӗ, ҫавӑнтах хӑйне алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-и, капла-и те, урӑх май ҫуках, эппин, Сӑпани тухасса кӗтмелле те, меллӗ меслет тупса, ӑна ҫул ҫинче самантлӑха чарса калаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин халӗ ӗнтӗ тулта мӗн пулса иртнине кантӑкран самантлӑха хӑпмасӑр сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах халлӗхе сан ҫумӑнтан самантлӑха та ан хӑптӑр, асту.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Йысна, — терӗ алӑк патӗнче самантлӑха чарӑнса, — эп сан урхамахупа кайӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах эсӗ, Антон Иванч, асту, халлӗхе ӑна хӑвӑнтан самантлӑха та ан хӑптар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах пуҫа самантлӑха та ҫухатма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани хуҫана самантлӑха питрен пӑхса илчӗ те вӑл ватӑ ҫын мар иккенне курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, калаҫу ҫапла ҫаврӑнса каясса кӗтменскер, самантлӑха аптӑраса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивина Сӑпани хӑйӗн ыйтӑвӗпе самантлӑха тытса чарчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлимун куҫӗ умӗнче самантлӑха ҫара ура хырӑмӗ, тупанӗ патнерех хӗвелпе пиҫсе хуралнӑскер, вӗлтлетсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Яла эпӗ самантлӑха ҫеҫ, — терӗ вара.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курчӗ вӑл: Ҫемен питӗнче те савӑнӑҫ палӑрчӗ, анчах самантлӑха кӑна; ҫавӑнтах тем пулчӗ ӑна, вӑл пиччӗшне алӑ панипех ҫырлахрӗ, ӗнер кӑна сиввӗн уйрӑлнӑ пек, «Ну, салам!» — терӗ те, сӗнессе кӗтмесӗрех, тӗпелелле иртрӗ, малти пӳрт алӑкӗ ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ах, Антун! — терӗ ҫеҫ Санюк, пуҫне самантлӑха вӗҫертсе сывлӑш ҫавӑрса илсен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех