Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗлтерӗшлӗ (тĕпĕ: пӗлтерӗшлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑра 2017 ҫултан пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ пуҫарулӑх бюджечӗн программи те Чуманкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паян пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Тинех ҫынсене уйрӑмах ҫу кунӗсенче канӑҫ паман пӗлтерӗшлӗ ыйту ерипен татӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Николай Белов каласа панӑ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе Чӑваш Республикин «Модернизация и развитие сферы жилищно-коммунального хозяйства» патшалӑх программин «Модернизация коммунальной инфраструктуры на территории Чувашской Республики» хушма программи пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫынсене канӑҫ паман ытларах ыйтӑва татса парассипе хальхи вӑхӑтра наци проекчӗсем, вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ федераци тата регион проекчӗсемпе программисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Муркаш муниципалитет округне пӗлтерӗшлӗ асӑннӑ мероприятие ирттерме Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Александр Степанов ертсе пыракан ушкӑн килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Вӑл ял ҫыннисен малашне кирек епле уява та, пӗлтерӗшлӗ мероприятие те пӗрле пухӑнса ирттерме майсем пуласси пирки каларӗ, ҫитсе килекен 2024 ҫулпа саламларӗ, пурне те ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Хальхи вӑхӑтра ялсенче пурӑнакансем ку мелпе ытларах чухне урам хушшинчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртеҫҫӗ, шыв уҫламалли башньӑсемпе шыв пӑрӑхӗсен сечӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, пушартан сыхланассипе пӗвесене тасатса ҫывӑхӗнчи территорисене хӑтлӑлатаҫҫӗ, пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Хальхипе вӗсем ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫе улттӑмӗш хут хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bd%d ... bfa%d1%80/

Олег Николаев Раҫҫей Президентне йышӑннӑ йышӑнусемшӗн, регионсем валли уҫакан майсемшӗн тав тунӑ, ҫынсемшӗн тата бизнесшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсем хута яма витӗм кӳнӗшӗн ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

«Чи пӗлтерӗшлӗ ыйту – педагогсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатасси.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Ку тӑрӑх вӑрманпа пуян, вӑрман фончӗ 1270 гектар йышӑнать, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем вара 1246 гектар шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Ҫавӑнпа та ӑна аталантарасси администрацин чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшу парать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

— Ҫакӑн пек библиотека уҫӑлни пирӗн ялшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫавӑнпа та тӗрлӗ ӑрусем пӗр-пӗринпе хутшӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Сирӗншӗн хӑш чухне ӗҫӗ мар, кӑтартӑвӗ пӗлтерӗшлӗ вӗт.

Ведь иногда вам важнее сам процесс, чем результат.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем палӑртнӑ тӑк ӑс-тӑна кӑна шанӑр.

Поэтому, если запланировали важные сделки, полагайтесь только на разум.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малтанлӑха пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнакан ӗҫсемшӗн ан пӑшӑрханӑр.

Не беспокойтесь о делах, которые, на первый взгляд, кажутся важными.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусем, мероприятисем ирттерме ан палӑртӑр.

В понедельник нежелательно устраивать никаких серьезных встреч и прочих значимых мероприятий.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытти ҫынна шанма ан тӑрӑшӑр, пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене хӑвӑрах тӑвӑр.

Постарайтесь не возлагать больших надежд на других людей, все важное делайте сами.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫӑлтӑрсем ытлашши лӑпланма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен сире кӗҫех пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ.

Однако звёзды не рекомендуют слишком расслабляться, так как вас в скором будущем ожидают весьма важные дела.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех