Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарса (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл киличчен сирӗн хӑвӑрӑн тӗкӗрҫӗсене пуҫтарса отрядсем тумалла, вӗсене ҫапӑҫӑва хатӗрлесе тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай вӗсене каллех урам тӑваткӑлне, Шуйскипе Булгаков воеводӑсем пурӑнакан ҫурт умне пуҫтарса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан мӗн пур вӑйне пуҫтарса лаша ҫине ыткӑнчӗ. хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнмеллех ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи малтан вӑл чулпа кирпӗч ванчӑкӗ пуҫтарса ҫӗр урайне вучах турӗ, унта ҫунтарма вутӑ чылай йӑтса тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ те халӑх сӑмахлӑхӗнчи пыла пуҫтарса ырӑ ҫынсем валли ялан сӑвӑ ҫыратӑп, аслӑ хан, — терӗ поэт.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шур Атӑл тӑрӑхӗнче, удмуртсем патӗнче гулюфе пуҫтарса пӑх.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран вара пуҫтарса та пӗтереймӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑткӑсем, авӑ, пӗтӗм йышпа кар тӑрса ӗҫлеҫҫӗ те, пӗрер хыр йӗппин пуҫтарса, тем пысӑкӑш йӑва тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Васкасах ӗнине сунӑ Анна пӳрте кӗрсен тем хушӑра сӗтел те пуҫтарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Елюк, лапка тарринчен кӑштӑртатса анса, милӗксене пуҫтарса хучӗ, унтан питӗрсе лартнӑ ҫенӗк алӑкне пырса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Купа айне Альберт вӗтӗ хӑрӑк туратсем пуҫтарса чикет, хурӑн хуппине чӗртсе ярать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Лаши, ҫӗре тӑкӑннӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫтарса пӗтерсен, хуҫи хыҫҫӑн юртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пуҫтарса хунӑ вырӑнсене сарса хучӗ, кӗтесре тахҫантанпах ларакан турӑшсене ҫенӗке кӑларса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вут чӗлхи унӑн питне, каялла тирпейлӗн пуҫтарса хунӑ ҫивӗтне ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӗрулми кӑларса кӗртмелле, пахча ҫимӗҫӗсене пуҫтарса тирпейлемелле, йӗпе-сапа пуҫланиччен ӗне витине туса пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Кайран, хучӗсене пуҫтарса хулхушшине чикеҫҫӗ те каялла тухса вӗҫтереҫҫӗ.

А потом соберут документы, засунут под мышку и убегут обратно.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпӗ ку кӗпене, Чӗмпӗре тӑхӑнса кайма тесе, ҫӳпҫенех пуҫтарса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр замечани пулсан, шкултан сирпӗнетӗн, — терӗ вӑл, кӗнекене каялла пуҫтарса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗчӗк купасене капан варри йӗри-тавра пуҫтарса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуҫтарса хур, амӑш, кунта ҫирӗм виҫӗ тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех