Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗ (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара капитан эрех ӗҫме пикенчӗ.

И капитан принялся за вино.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл ҫеккунтрах пӗр стакан янклаттарчӗ, турилккере вилкӑпа чакаланчӗ те ҫӗҫҫипе хӑлаҫланкаласа, куҫ харшисене пӗркелентерсе груша тасатма пикенчӗ, «мерекке» пирки евитленӗ май хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнни сисӗнет.

В одну секунду он выпил стакан вина, ковырнул вилкой в тарелке и стал чистить грушу, помахивая ножом и приподнимая брови, когда, рассказывая, удивлялся сам.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Алӑкран кӗричченех вӑл юнашар пыракан Дюрока пуҫне пӑрса темӗн каларӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тӳрех Дигэпе калаҫма пикенчӗ, — хӗре вӑл чавси хутланнӑ тӗлтен тытнӑ.

Еще в дверях, повернув голову, он сказал что-то шедшему с ним Дюроку и немедленно после того стал говорить с Дигэ, руку которой нес в сгибе локтя.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Манӑн алӑ та сӗтел ҫинче выртать, Попӑнни пекех чӗтреме пикенчӗ.

Моя рука тоже лежала на столе и так же задрожала, как рука Попа.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстамп Молли кӗпи питех те килӗшӳллине, ҫав тери лайӑххине ӗнентерме пикенчӗ.

Эстамп стал уверять Молли, что ее платье ей к лицу и что так хорошо.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тухнӑ чухне канӑҫсӑр сӑнлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмран ҫапӑнтӑм, вӑл ман ҫине самантлӑх пӑхсанах ҫиҫкӗнсе Дюрока тӗсеме пикенчӗ.

Выходя, я столкнулся с молодой женщиной встревоженного вида, которая, едва взглянув на меня, уставилась на Дюрока.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Уткаласа ҫӳресен вӑл кӑмӑлсӑррӑн пекрех сӗтел хӗррине ларчӗ, йӗр туртнӑ хут ҫине темӗн ҫырать, унтан чӗр куҫҫисен хушшине якатмӑш хучӗ те мӑлатукпа мӑйӑр катма пикенчӗ.

Походив, она нехотя уселась к столу, записала что-то в разграфленную бумагу, затем сунула утюг между колен и стала разбивать на нем молотком орехи.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах кӗҫех чӗнмесӗр пыни ӑна йӑлӑхтарчӗ ахӑр, вара вӑл хӑвӑрт-хӑвӑрт сӑвӑ калама пикенчӗ, анчах никам та кулманнине асӑрхарӗ те — ассӑн сывланӑ май темӗн пирки шухӑша путрӗ.

Однако ему скоро надоело молчать, и он стал скороговоркой читать стихи, но, заметив, что никто не смеется, вздохнул, о чем-то задумался.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Паттӑрсем тутлӑ ыйхӑра, — терӗ вӑл хӑрӑлтатса; ӗшенчӗк, пичӗ шуранка, ҫывӑрманни курӑнать; ҫавӑнтах мана хавхаллӑн тӗсеме пикенчӗ.

— Герои спят, — сказал он хрипло; был утомлен, с бледным, бессонным лицом, и тотчас тревожно уставился на меня.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак самантра хӑлхасенче ҫинҫен янӑрама пикенчӗ, — вӑрӑм туна юррилле йӑлӑхтармӑш сасӑ, вара тинех уҫӑмлӑн ӑнкартӑм: ылтӑн ку! таса ылтӑн! — куҫӗсене ҫыхса хупланӑ хӗрарӑм юпи тӗлне пӑрахнӑскер.

В ту же минуту тонкий звон начался в ушах, назойливый, как пение комара, и я догадался, что это — золото, чистое золото, брошенное к столбу женщины с завязанными глазами.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ганувер хӗрарӑм аллине тытса унӑн сӑнне васкамасӑр тӗсеме пикенчӗ, — эпир сӑнавшӑн тенӗ пек пичетленӗ хутлама инҫетрен ҫапла вулатпӑр: тӗшмӗртетпӗр, вырӑн-вырӑнпа вулаятпӑр е сӑмахсене уйӑраймастпӑр, тӗшмӗртнисене ҫыхӑнтаратпӑр та — вулайманнине чухласа пӗлтерӗшӗн пӗр йӗрне вырнаҫтаратпӑр пурне те.

Ганувер, взяв руку женщины, медленно всматривался в ее лицо, как ради опыта читаем мы на расстоянии печатный лист — угадывая, местами прочтя или пропуская слова, с тем, что, связав угаданное, поставим тем самым в линию смысла и то, что не разобрали.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Чаплӑ кӑларӑм, — тӑсрӗ Дигэ юриех янӑравлӑ сасӑпа, анчах кӗнекене мухтасан каллех шӑппӑн пуплеме пикенчӗ.

Прелестное издание, — продолжала Дигэ тем же намеренно громким голосом, но, расхвалив книгу, перешла опять в сдержанный тон:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстамп, кӑштах та кӳренменскер, мана кӑсӑклӑн сӑнать, унтан пӳрнисемпе шаклаттарчӗ те: «Аха!» — терӗ, вара куҫлӑхлӑ паллӑ мар ҫынпа калаҫма пикенчӗ.

Эстамп, нисколько не обиженный, с любопытством смотрел на меня, потом, щелкнув пальцами, сказал: «Ба!» — и заговорил с неизвестным в очках.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн-и? — мӑкӑртатрӗ вӑл кӑштах иккӗленӳллӗн, унтан питӗмрен йӗксӗкле тӗмсӗлчӗ те ахӑлтатса кулма пикенчӗ.

— Ты все знаешь? — пробормотал он, озадаченный, и стал хохотать, бесстыдно воззрившись мне в лицо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстамп эрех ӗҫрӗ, йӗри-тавра саланкӑрлӑн та тӳсӗмсӗррӗн пӑхкалама пикенчӗ.

Эстамп выпил, стал рассеянно и нетерпеливо оглядываться.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсене ҫавӑрса пӑрахсан ал тупанӗ ҫине йӑлтӑркка юхӑм капӑррӑн тӑкӑнчӗ те Дюрок унпа выляма пикенчӗ — асамлӑ ҫак янӑравпа пӗр кӗвӗллӗн пупле-пупле укҫисене ывӑта-ывӑта айкашать.

Когда он их развернул, в его ладонь пролилась блестящая струя, и он стал играть ею, подбрасывать, говоря в такт этому волшебному звону.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм тарӑннӑн сывларӗ, тимлӗхне пуҫтарчӗ те вӑхӑт ҫитессе туйӑмсӑррӑн кӗтме пикенчӗ.

Блюм глубоко вздохнул, сосредоточился и холодно рассчитал время.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Блюм ҫӗрле сӗм тӗттӗмре вӑранса кайрӗ, самантрах пӗтӗмпех аса илчӗ, — ҫакна вӑл Хейлӗн шуранка пичӗ вӑрманти шывра путнӑ хыҫҫӑн уйласа хунӑччӗ; шӑрпӑк ҫутмасӑрах тумланма пикенчӗ: кушак куҫӗсемлӗ тата шӑши ҫурин урисемлӗ этемӗн хӑнӑхуллӑ васкаварлӑхӗпе.

Блюм проснулся в совершенной темноте ночи, мгновенно припомнил все, обдуманное еще днем, после того, как бледное лицо Хейля потонуло в лесной воде, и, не зажигая огня, стал одеваться с привычной быстротой человека, обладающего глазами кошки и ногами мышонка.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Блюм сасартӑк куҫ харшисене ҫӗклерӗ те мӑшлатма пикенчӗ, — пуҫне темӗнле ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ тейӗн.

Блюм вдруг поднял брови и засопел, словно его осенила какая-то новая мысль.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Блюм хыттӑн ахӑлтатма пикенчӗ те чыхӑнса кайрӗ.

Блюм громко захохотал и поперхнулся.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех