Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пач сăмах пирĕн базăра пур.
пач (тĕпĕ: пач) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн вара, пуҫӑрта арпа мар-тӑк, кунашкал улах хваттере куҫ шӑрҫи пек сыхламалла, ҫавӑнпа, тепре калатӑп, таврари ялсене пач кӗмелле мар…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ шурса-кӑвакарса кайрӗ, самантрах шӑнса пӑрланнӑ пек, пач хускалми пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, ҫамрӑк ҫын, угрозыск начальникӗ хурахсене тытас ӗҫпе пач ҫыхӑнман темле шухӑшсемпе айкашса тӑрасса, паллах, аса та илмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, пач сӑлтавсӑр ӑна тытса каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Манӑн пурӑнӑҫ — пач расна япала, — хӗрӳллӗн ӑнлантарчӗ ӑна Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял урамӗсем енне пӗртен-пӗр аллипе сула-сула тем ӑнлантаракан Шикова пач итлемесӗр утрӗ Крапивин Анаткаса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах тарӑху-ҫилленӳ хӗлхемӗ курӑнмарӗ унта, эй-эй, унашкалли мар, пач урӑххи, ӗненме те май ҫукки палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани пач тарӑхмасӑр, курайманнине пӗртте палӑртмасӑр пуплешни те, темшӗн, чуна ҫӑмӑллатать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах юрату хӗлхемӗ пач сӳнчӗ теме ҫукчӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Ванькка камне пӗлсен, вӗсем ӑна пӗтереҫҫӗ ҫеҫ мар, ют ҫынсене хӑйсен ушкӑнне йышӑнма пач пӑрахӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрӑ-хурах эшкерӗ пач кӗтмен ҫӗртен йӗркеленсе кайнӑ та кӗске вӑхӑтрах вӑйланса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах чи малтан ҫакӑ тӗлӗнтерет: 1926 ҫулхи кӗркунне йӗр ҫухатсан, Калюков хӑйне кӑҫалхи июньччен — ҫур ҫул ытла! — пач палӑртман.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӗрулми вара пач юлман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, ҫитменнине, учительсене те ҫӑнӑх юлашки икӗ уйӑхра пач паман иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Алюшӗ вӑйпа качча илнӗ Альтюк вилӗмӗ унӑн кунҫулне пач урӑх енне пӑрса яман пулсан, кам пӗлет, тен, Сӑпани ӑна качча тухатчӗ, иккӗшӗ вара ку таранччен пӗрле мӑшӑр кӑвакарчӑн пек пурӑнатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑна, пач айӑпсӑр ҫынна, тӗрмене хуптарса, миҫе кун асаплантарать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, ытла пысӑках мар вӑл, анчах сарлака та тӗреклӗ, ун хыҫӗнче алӑк пач курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Антун, пач сыхланмастӑн-ҫке эсӗ, — терӗ хыҫра тӗнкӗлтетекен Валет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла пурте йӗркеллех пулӗччӗ-и, анчах пач кӗтмен-туман пӑтӑрмах сиксе тухрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килнӗ ҫынсем Ехвин тӑванӗсем те, тусӗсем те пулманни, хальччен ку яла пач ҫӳременни, пурӗпӗр кил хуҫи вӗсене ҫав тери хапӑл кӗтсе илни, лавне тӳрех хапха уҫса кӗртни ӑна кӑсӑклантарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех