Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫта сăмах пирĕн базăра пур.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ҫӗрӗк урапа ку йӗрпех хӑлтӑртатсан, ниҫта та ним те улшӑнмасан, тен, ӗмӗрне те хуса ҫитеймӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов тек ҫӑвар та уҫмарӗ: автобусра та Саркай иккен, унран ниҫта та хӑтӑлма ҫук…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь ниҫта та ӗҫлемест те, пӑкки шанчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эс те хывӑн ниҫта та васкамалли ҫук пулсан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑванӗсем моргсене те, пульницӑсене те шӑнкӑравланӑ – ниҫта та ҫук.

Родственники обзвонили как моргы, так и больницы — о мужчине ничего неизвестно.

Ҫухалнӑ арҫын шӑнкӑравласан та тытман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34916.html

Пирӗн кушак ҫӑвӑрланӑ, ҫурисене ниҫта хума ҫук.

А у нас кошка окотятилась, котят девать некуда.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

«Эпӗ, чӑнах та, утартах юлатӑп вӗт, урӑх ниҫта та каймастӑп!» — шухӑшласа илчӗ вӑл пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ниҫта та, — терӗм те хӑвӑртрах ҫывӑрнӑ пек тума тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫавӑнпа ӑна ниҫта кайса кӗмелле мар йывӑр пулса ҫитет, ун чухне ҫухалса кайма та, йӑлтах пӗтсе ларма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл кама та пулин курса калаҫасси ҫинчен шухӑшламарӗ, ниҫта кайма та пӗлмесӗр, урам тӑрӑх кӑна утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Юлашкинчен чӑтаймарӑм — каллех килтен тухрӑм та, ниҫта кайма пӗлмен енне, Атӑл хӗрнелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

…Эсӗ ман патӑмран кайсан, эпӗ икӗ эрне ытла ниҫта тухмасӑр пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫапла, Зиминцев ҫакӑн пек меслетпех (анчах ку меслет Люся ҫулӗнчи тата ун вырӑнӗнчи хӗрачашӑн шӑпах чи витӗмли пулма пултарнӑ та, тата вӑл Зиминцевшӑн хӑйшӗн те начар пулман, мӗншӗн тесен ниҫта та нимӗнле йӗр те хӑвармасть), — ҫапла вӑл ҫакӑн пек меслетпех Люсьӑна ӗҫӗн питӗ аван мар вӗҫӗ патне илсе пыракан ҫул ҫине кӗртсе яма пултарнӑ, Евгений.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мӗншӗн тесен Люся пек чиперри урӑх ниҫта та ҫук, Зиминцев вара ҫавӑн пек чипер хӗре хӑй арӑмӗ тума пултарнӑ!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Юлашки вӑхӑтра диссертаципе питӗ нумай лартӑм, ниҫта тухмасӑр ӗҫлетӗп.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах ватӑ композитор Волжский, вӑл талантлӑ пулнине пӗлсе, Любимова ниҫта та ямасть, ӑна пулӑшма сӑмах парать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Ниҫта та пымастӑп, ман ҫывӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ҫакӑ, ҫакӑ, намӑссӑр! — кӑшкӑрсах ячӗ хӗр, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ҫапах та эсӗ, палланӑ ҫын пек пулса, ыйтса пӗл-ха унта, — калаҫӑва хутшӑннӑ леш хӗрарӑм, — тен, чӑматанӗ тупӑннӑ, анчах ун ҫинчен ниҫта пӗлтерме аптраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех