Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗм (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрлехи пӳлӗме ӑна эпӗ ертсе кӗтӗм, астӑватӑп, ҫак илемлӗ те типтерлӗ тумланнӑ, юр пек шап-шурӑ парик тӑхӑннӑ, хура, куҫлӑ доктор, чаплӑ воспитани илнӗскер, пирӗн трактира ҫӳрекен ялти лӑскӑнчӑксен евӗрне килменнипе тӗлӗнтерчӗ.

В общую комнату ввел его я и помню, как этот изящный, щегольски одетый доктор в белоснежном парике, черноглазый, прекрасно воспитанный, поразил меня своим несходством с деревенскими увальнями, посещавшими наш трактир.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пӗлтӗр кӗркунне эпӗ Николаевска таврӑнтӑм та — ҫийӗнчех большевиксен партине кӗтӗм

Вернулся я осенью прошлого года в Николаевск — сразу в большевистскую партию вступил…

Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Ирӗкре пурӑнма май илсенех, эпӗ Ремезовсем тытакан ылтӑн приисксен кантурне ӗҫе кӗтӗм

— Когда я получил возможность жить на воле, то поступил в контору управляющего золотыми приисками Ремезовых.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫитрӗм Шупашкара, кӗтӗм хамӑр ҫурта, пӑхрӑм пуштӑ ещӗкне — унта, хаҫатсемпе пӗрле, ҫыру.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Эпӗ, Ян Фу-юань, ҫурҫӗр тӗлӗнче вӑрттӑн ялти Хань Фын-ци хресчен ҫуртне кӗтӗм.

«Я, Ян Фу-юань, в полночь ворвался в дом к жителю деревни крестьянину Хань Фын-ци.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ҫавӑншӑн айӑпа кӗтӗм пулать-и эп санӑн умӑнта?

— И за то виноват пред тобой?

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӗтӗм, — лӑпкӑн ҫеҫ каланӑ ача, ашшӗне куҫран пӑхса.

— Лазил, — спокойно сказал мальчик, глядя в глаза отцу.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Самантлӑха картишне тухрӑм та каялла чупса кӗтӗм.

Вышел ненадолго во двор и обратно вбежал.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань патне тарҫа кӗтӗм.

Поступил батраком к Ханю.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сӑнавлӑ вӗҫев умӗн ирпе-ирех команда пунктне кӗтӗм.

Рано утром перед тренировочным полётом захожу на КП.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ питех те телейлӗ — мана столицӑна Ҫӗнтерӳ кунӗ курма тӳр килчӗ; ҫак ҫӗнтерӳшӗн эпӗ темиҫе хутчен тӑшмана хирӗҫ хӑрушӑ ҫапӑҫӑва кӗтӗм.

Я счастлив — мне довелось увидеть столицу в день Победы, во имя которой я столько раз вступал в смертельный бой с врагом.

1. Савӑнӑҫлӑ Мускавра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑранса тӑна кӗтӗм.

Очнулся.

23. Сурансене сиплесе тӳрлетесси // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӗр ҫинче тин тӑна кӗтӗм.

Очнулся на земле.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ арена ҫине кӗтӗм.

Я вернулся на арену.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Аэродромран таврӑнсан каҫхине эпӗ пӗр пӳлӗме кӗтӗм манӑн стена хаҫачӗн ятне ҫырса пӗтермеллеччӗ.

Поздно вечером, вернувшись из аэроклуба, я зашёл в одну из комнат — надо было дорисовать заголовок стенгазеты.

9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Унпа калаҫас тесе комсомол комитетне кӗтӗм.

Зашёл в комитет комсомола, чтобы поговорить с ним.

9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Комсомол комитетне кӗтӗм.

Зашёл в комитет комсомола.

7. Аэроклуба илчӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ нӳхреп лаҫҫине кӗтӗм, ҫӗре выртрӑм та тем таранччен ним пӗлми, чухлами пулса выртрӑм.

Я убежал на погреб, бросился на землю и долго пролежал там в горе, без слёз.

3. Xуйxӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ пӳрте чупса кӗтӗм.

Я бросился в хату.

3. Xуйxӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Шкул картишне пырса кӗтӗм.

Вошёл в школьный двор.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех