Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне вӑл Мускавра Ҫӗнтерӳ парадӗнче кӗтсе илӗ, унта пӗтӗм ҫӗршыври ҫӗршер ветерана чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

Фойере хӑнасене духовой оркестр кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ кунне Пишпӳлекре пӗтӗм чунтан паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... va-3761017

Культура керменӗ ҫак кун площаде килнисене пурне те хӑйӗн алӑкӗсене уҫса кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ кунне Пишпӳлекре пӗтӗм чунтан паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... va-3761017

Мероприятие килекенсене фойере йӗркеленӗ выставка-стендсем, куравсем кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Правительство ҫарӗсем тапӑнакансене картечпе персе кӗтсе илнӗ.

Правительственные войска встретили нападающих огнем картечи.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Вунултӑ тантӑшран тӑваттӑшӗ кӑна савнийӗсене кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна кӗтсе, ташласа тӑрать те ӗнтӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗветӗрӗ халь виҫӗ-тӑватӑ кил урлӑ пурӑнакан хурӑнташӗсем патӗнче кӗтсе, авӑрланса ларать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эх, вӗсене кӗтсе ҫӳреме епле лайӑх пулмалла!

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑлаки аппана хапха патӗнче кӗтсе илни унӑн пурнӑҫӗнче чи телейлӗ те савӑнӑҫлӑ самантчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Малтан, пӗчӗк чух, лешӗ мӗн те пулин ҫимелли кучченеҫ парасса кӗтсе тухнӑ-ха, каярахпа, ӳсерехпе, ӑна пулӑшас тӗллевпе: ҫӗрулми шуратса паратчӗ Ваҫук, вутӑ ҫуратчӗ, шыв кӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл ӗҫе пырасса кашни ир чӳрече витӗр пӑхса кӗтсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫулсем, ҫын пурӑнни-пурӑнманнине кӗтсе тӑмасӑр, сӑхӑ кашкӑр ҫӑварне лекесрен хӑраса таракан куянран та хӑвӑртрах мӗлтлетсе иртеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сусӑр ҫын вара пуҫлӑхран халӗ те каҫару ыйтнине кӗтсе илеймен.

Куҫарса пулӑш

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

Ҫапӑҫу хӑвӑрт вӗҫленнӗ: шотланд-лоялистсем кӗпер урлӑ тапӑнма ыткӑннӑ, анчах вӗсене мушкетран пени кӗтсе илнӗ.

Сражение было коротким: шотландцы-лоялисты бросились в атаку через мост и попали под мушкетный огонь.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

…Петр Петрович сӗрме купӑса илме пырассине Зоя шӑпах виҫӗ кун кӗтнӗ, анчах кӗтсе илеймен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович ӑна ҫав тери хавас кӗтсе илнӗ, унӑн аллине тытса чӑмӑртанӑ, ӑна пуҫӗнчен те ачашланӑ…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл куна Петр Петрович Мускаври пӗр госпитальри пысӑк палатӑра кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петрограда та ҫитӗп, Ольга кӗтсе ывӑнчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ялта вара йӑлтах урӑхла, кунта кӗтӳ шавӗ те, хӗрарӑмсем калинккесене яриех уҫса пӑрахса хӑйсен ӗни-сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӗтсе илни те, ача-пӑча хаваслӑ ҫуйӑхнӑ те, тусан та илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех