Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл мӗншӗн паянах Шупашкара тухса вӗҫтернӗ-ха, кӗтмен хуйха-суйха пула анра сурӑхла пурӑнаканскер, телеграмма ҫинчен те маннӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шел, пенсие тухнӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр ҫул хушши те канлӗн пурӑнаймарӗ — кӗтмен ҫӗртен вилчӗ кайрӗ шеремет.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк чух пурне те кӗтмен ҫӗртен юрату антӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискерсен пурин те кӗтмен ҫӗртен чӗлхи ҫӗтнӗ тейӗн: маччаналла пӑхса мӑк-мак тукаларӗҫ, кам ҫырнине пӗлместпӗр тенипех ҫырлахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Саркай ҫинчен калаҫса тӑнӑ чух Мерчен Мишши мӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ахӑлтатса кулма тытӑнчӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл унта тем чӑнкӑртаттарнӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ҫутӑ лап сӳнсе ларчӗ — трансформатор ҫӗмӗрӗлчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Куҫарса ҫырмалли нумай юлмарӗ, кӗҫех юлашки пӑнчӑ лартатӑп», — час-часах ҫавӑн пек ҫунатланнӑ атте, анчах кӗтмен ҫӗртен вӑрҫӑ сиксе тухать те, вӑл тӳрех фронта тухса каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсенчен пӗри-и е тата иккӗшӗвиҫҫӗшӗ пӗр харӑсах кӗтмен ҫӗртен кирек кама та ҫитсе ҫапма пултараҫҫӗ — вӑл-ку енчен асӑрхануллӑ ҫынна та тиркемеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан чӑрмавсем тӗп юсав ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ наци проектне туллин пурнӑҫлама ура хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Канаш тӑрӑхӗнчи кооперативра тӑрӑшакансем, сӑмахран, ҫапла хӗрӳ суту-илӳ пуласса кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

— Мана паян сирӗн упӑшкӑр ҫинчен каласа пачӗҫ, — терӗ вӑл ҫавӑнтах кӗтмен ҫӗртен.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

…Тепӗр кун Валерия Ивановна ӑна кӗтмен ҫӗртен кӑнтӑрла иртсен больницӑра курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Каҫхине вӑл татах та кӗтмен япала тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Эсир мӗнле национальность, — кӗтмен ҫӗртен тата кӑшт куларах ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӗсем, тӗлпулусем, ытларах кӗтмен ҫӗртен килеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сасартӑк сан ҫумӑнтах пӗр пӑван е мӗнле те пулин шӑна нӑй-й! вӗҫсе иртет те, эсӗ кӗтмен ҫӗртенех пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑн, унтан сан патна каллех малтанхи шухӑшсем, пӗр кӗске самантлӑха татӑлса кайнӑскерсем, хӑвӑрт ҫаврӑнса килеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анюк сӑнарӗ кӗтмен ҫӗртен пирӗшти пек ҫуралса Ҫеруша инкек-синкекрен хӑтарчӗ мар-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Анчах Анюк савӑннипе ах! та темерӗ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫапла килнишӗн ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тепӗр ҫухрӑма яхӑн кайсан, кӗтмен ҫӗртен нӳрлӗ сывлӑш туйӑнса кайрӗ, кунта лапкӑшпех мӑкпа витӗнсе ларнӑ шурлӑхлӑ вырӑн пуҫланни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Анчах апла пулин те, вӑл ҫутҫанталӑкӑн ҫав ниме те хӗрхенмен, никама та шеллемен законӗсем ҫине ӳпкелешсе тӑмарӗ, кӗтмен ҫӗртен ача пек хавассӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех