Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑткӑс сăмах пирĕн базăра пур.
кӑткӑс (тĕпĕ: кӑткӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, кӑткӑс килӗшӳсӗрлӗх тӗлӗшпе — вакланчӑк шухӑш?

Может быть, мелкая мысль о сложном несоответствии?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫак тамашалӑх йышши пачах кӗтмен тата тӗлӗнмелле кӑмӑл-туйӑмӑн кӑткӑс танатине Стерс халиччен нихӑҫан та лексе курман.

Еще никогда Стерсу не приходилось попадать в такой сложный тупик неожиданных и странных эмоций, подобных этому казусу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.

Я просыпался около полудня, всегда в той бухте, где ты встретил меня, как будто «Этна» никогда не покидала ее, и со мной были подлинные слепые, бродившие ощупью в непривычном им сложном помещении военного судна; они громко жаловались на диковинную перемену жизни, спали, много ели и вечно ссорились, и я — объясни мне это? — не мог уйти, как если бы лодка висела на высоте тысячи метров; но, мгновенно засыпая с закатом солнца, видел во сне, что отдаю приказания, что все тринадцать слепых с быстротой и опытностью истинных моряков кипят в боевой работе и что, выплывая рядом хитрых маневров к самому пеклу неизвестного военного флота, мы топим суда, всегда ускользая обратно, а после этого плачем в безысходном отчаянии.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Юхан шыв, хӑйӑр, чулсем ҫӗр, пин ҫул каяллахи пекех-тӗр; хӑш вӑхӑтра пурӑннине пӗлме те кӑткӑс.

Как сто, тысячу лет назад — такими же были река, песок, камни; утрачивалось представление о времени.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Таврара ҫап-ҫутӑ, анчах пушӑ, ҫынсӑр; ҫыран хӗрринчи тӑнӑҫ шӑплӑх, хӗре кӑткӑс сӑлтавсене пула ирӗксӗрех тыткӑнланӑскер, кӑмӑлне халӗ самаях пусӑрӑнтарать.

Ослепительно, но дико и пустынно было вокруг; бесстрастная тишина берега, державшая ее в вынужденном обстоятельствами плену, начинала действовать угнетающе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫавна пула Фарфонт ҫинче икӗ ҫемье ҫеҫ пурӑнать: Скоррейсем тата Гонзалессем; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, сунарпа тата пулӑ тытса тӑранса йӳнеҫтеркелеҫҫӗ; ҫав тери кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗскерсем — вӗсем пурӑнма мӗн кирлине пӗтӗмпех хӑйсен аллипе тата майӗсемпе тӑваҫҫӗ тата тупаҫҫӗ; чи малтан пурӑнма пуҫланисем пӗрле илсе килнӗ нумаях мар япалана тата утрав ҫине каярахпа ӑнсӑртран лекнӗ карапсем сутса хӑварнӑ ӑпӑр-тапӑра шутламӑпӑр.

Благодаря этому только две фамилии были на Фарфонте: Скорреи и Гонзалесы; занятиями их были земледелие, охота и рыболовство; поставленные в исключительные условия, они производили и добывали все необходимое для жизни собственными руками и средствами, за исключением небольшого количества привезенных первыми жителями или проданных на остров впоследствии случайными кораблями вещей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вара ӑна, — шутласа кӑларайми сасӑсем чунра хорпа тӑрса тухсан кунашкалли тӑтӑшах пулать, — самантӑн кӑткӑс ҫивӗчлӗхӗ, ӑнлантарма май ҫук вӑйлӑ туйӑм хӑпартлантарса ҫӗклентерчӗҫ.

И как это часто бывает, когда бесчисленные голоса хором встают в душе — сложная острота момента, сильная, необъяснимая радость охватила его.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫут ҫанталӑк ӑна ҫивӗч ӑс панӑран — вӑл «Тар ҫинчи фитиль» тинӗс пырӗн ҫыранӗ хӗррине яккӑр ярсанах кӑткӑс лару-тӑруран чыслӑн тухрӗ.

Изобретательный от природы, он с честью вышел из затруднительного положения, как только «Фитиль на порохе» бросил якорь у берегов пролива.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ку акӑ мӗне пӗлтерет: вӑл сӑмах каласшӑн, яланхи пекех — кунашкал тата питех те кӑткӑс вӑхӑтри лару-тӑрури евӗр.

Это служило признаком, что он намерен держать речь, как всегда — в подобных и иных критических случаях.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

— Тепӗр тесен, юлташсем, халӗ пирӗн сӑмахӑмӑр урӑххи ҫинчен, — терӗ Никифоров та, ку кӑткӑс ыйтӑва Экеҫре ҫак самантра хускатнинчен усӑ пулас ҫуккине сиссе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чи кирли тата — ҫак пур кӑткӑс ӗҫ те хӑй юххипе юхса пынӑн курӑнмалла-ҫке, унсӑрӑн пӗр чип-чипер самантра ҫут тӗнчепе ним мар сывпуллашӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, мӗн калаҫса килӗшнине пурнӑҫлама тытӑнсан, хӑй питех те кӑткӑс ӗҫе явӑҫнине Телегин пирвайхи кунсенчех туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, калӑпӑр, Хӗлимун вӗҫне-хӗрне тухайми пӗр-пӗр кӑткӑс ӗҫ сиксе тухсан, мӗн тери аванччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каччӑпа калаҫкаланӑ хыҫҫӑн ку вӑл уншӑн кӑткӑс ыйту иккенне Крапивин тӳрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫӗ ҫав тери кӑткӑс

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь пирӗн ҫӗршывра лару-тӑру йывӑр та кӑткӑс, ху пӗлен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуҫӗ маннинчен ӑслӑрах унӑн, мӗн тери кӑткӑс саманара ҫиелте пырать, чухлатӑн-и?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӗҫлетӗп, тусӑм, ӗҫлетӗп, чи йывӑр та кӑткӑс ӗҫре тӑрмашатӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав оркестр текен йыш калам а ҫук кӑткӑс кӗвӗсене ним мар шӑрантарма пултарать иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оркестр пухӑр, анчах музыкӑра тӗрлӗ сасӑ ҫеҫ курнӑ май е — ку тата япӑхрах — сасӑсен гастрономийӗнче музыка чунне маннӑ виле сӑнлӑ капӑрчӑксем, эстрадӑна ӑнланма кӑткӑс шавпа вӗлерекен вӗҫкӗнсем кирлӗ мар, — ҫук.

Соберите оркестр, но не из щеголей с парадными лицами мертвецов, которые в музыкальном буквоедстве или — что еще хуже — в звуковой гастрономии забыли о душе музыки и тихо мертвят эстрады своими замысловатыми шумами, — нет.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех