Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана курсан вӑл сасартӑках утма чарӑнчӗ те малалла та, каялла та кайма аптраса тӑчӗ, эпӗ те, ним тума пӗлмесӗр, ҫаплипех вырӑнта лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑранса кайса хӑй ҫывӑрнине курсан, ӑна питӗ аван мар, киревсӗр туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Йӗкӗт ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ҫынна курсан, пӗр самант вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗ, унтан сасартӑк мана алӑран тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫав ҫын ман кӑмӑла каятчӗ, ӑна курсан эпӗ яланах темшӗн шухӑша путаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Мана кӑкӑртан тытса тӑракан ҫамрӑк ҫын ӑна курсан аллине вӗҫертрӗ, анчах вӑл та, унӑн юлташӗ те ман патӑмран каймарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

…Анчах манӑн пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен пысӑк улшӑнусем пулчӗҫ, эпӗ хам сисмесӗрех йӑнӑш ҫул ҫине кӗрсе кайрӑм, кайран, хам йӑнӑш ҫулпа шала, инҫете кайнине курсан, хама хам чараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫакӑн чухлӗ кӗнекене курсан, Ваҫҫа темшӗн хӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Анчах пире кам та пулин курсан, евитлесе памӗ-и, колхоз пылне ҫиеҫҫӗ темӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унӑн куҫӗсенче, ҫав яла курсан, хаваслӑх хӗлхемӗсем ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Хӗрача, кантӑк умӗнчех тӑракан Георгие курсан, тӑруках хӑй вырӑнӗнче хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Мясников хуҫа, кустӑрмаллӑ ҫемҫе пукан ӑшне кӗрсе ларса, пӳртре хӑйне тӗрттерсе ҫӳренӗ — ҫавна курсан.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Аскет пулса каясран хӑрамалла мар-и манӑн? — тесе те шухӑшлаттӑм, анчах хамӑн шухӑш-кӑмӑл йӗркинче, пурнӑҫ тытӑмӗнче ытти юлташсен шухӑш-кӑмӑлӗпе, вӗсен пурнӑҫӗпе куҫкӗретех килӗшсе тӑман япаласем нимӗн те ҫуккине курсан, — лӑпланаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пултарусӑр, талантсӑр ҫынсене, вӗсен шутне хам та кӗретӗп пулин те, эпӗ юлашки вӑхӑтра чӑтма пултараймастӑп, манӑн, вӗсене курсан, темшӗн сӑлтавсӑрах ҫилӗ тӑвӑлса килет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Уҫланкӑпа пӗр мулкач йӑкӑлт-йӑкӑлт сиксе иртрӗ, ҫавна курсан, Аня хӑй те савӑннипе кӑштах сиккелесе илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Кӗтмен ҫӗртен Зиминцевпа Люся юнашар утнине курсан, эпӗ хам сисмесӗрех чарӑнса тӑтӑм — манӑн урасем хытса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вырӑсла калаҫӑва чӑваш сӑмахӗсем илем кӳмен пекех, вырӑс сӑмахӗсем те, вырӑнсӑр усӑ курсан, чӑваш чӗлхине пуянлатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑй хыҫҫӑн шикленмелле ҫынсем пынине курсан, хӗрарӑм хытӑран хытӑ утма пуҫланӑ, унтан чупсах кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫак карттӑна курсан кӑна эп Ассакасси ялӗнчи урамсем мӗне пула ҫавнашкал кукӑр-макӑр вырнаҫнине ӑнкарса илтӗм: иккен, унччен вӑл икӗ ял пулнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Тепре ку сурӑхсене курсан, пусатӑп», – тенӗ вӗриленсе кайса Ҫемен сурӑхсен хуҫисене.

«Еще раз увижу этих овец, зарежу их», — с горяча сказал Семен хозяевам овец.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Хайхискер, кӗҫӗн ывӑлне курсан пӗркеленчӗк пит-куҫне куҫҫульпе шывлантарса ӗсӗкле-ӗсӗклех макӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех