Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел ҫине лайӑх майланӑ, ун хушшинче ларма канлӗ пулсан ҫеҫ, тутлӑ пӗҫерсе хатӗрленӗ апата тулли кӑмӑлпа, киленсе ҫиме пулать.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Лав, анаталла анса, ҫӳллӗ мар хӑмӑшсем ӳсекен типӗ вар урлӑ каҫрӗ, тӗлӗ-тӗлӗпе, вырнӑ пӗр енне тайлӑкрах тулӑ пуссине тухса, комбайна — паҫӑр Сергей инҫетрен киленсе пӑхса тӑнӑ хура япалана хирӗҫ кайрӗ.
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Сӑмахран, хӗвел аннине сӑнаса, унпа киленсе тӑракан ҫынна хӑвӑн малашнехи ӗҫ планӗсем ҫинчен, ӗҫ планне сӳтсе явакан ҫынна хӑвӑн ӗнерхи илӗртӳллӗ каҫу ҫинчен каласа тӑмаҫҫӗ.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Мӗнле киленсе кавлӗттӗм-ши эпӗ ӑна!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Уҫӑ та сивӗ сывлӑша эпӗ мӗн тери киленсе кӑкӑр тулли ҫӑтса пымарӑм-ши!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Юратмастӑн! — киленсе пӑшӑлтатаҫҫӗ унӑн шурса кайнӑ тутисем, куҫӗсем вара — ҫӗнӗрен ыткӑнса килекен хум ҫине, тирӗнеҫҫӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Каллех Иванова курасси ҫинчен шухӑшласан, вӑл киленсе каять.Он переживал наслаждение от мысли, что опять увидит Иванова.
Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Уроксене туса пӗтерсен, Тёма сехет ҫине пӑхса илчӗ, ҫывӑрма выртиччен нимӗнле чӑрмавсӑр-мӗнсӗр ирттермелли пӗр пушӑ сехет юлни ҫинчен киленсе шухӑшларӗ.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл, хум ӑна ҫӗклесе илсе ҫыран хӗрринелле ӑнтӑлса ыткӑнтарасса, вара, ӑна йӗпленчӗк вӗтӗ хӑйӑрпа пӗрле ҫырана кӑларса ывӑтсан хӑй яланхи пекех канлӗн киленсе каясса кӗтет; анчах сулхӑнлатса уҫӑлтарас вырӑнне, ҫав тинӗс хумӗ ӑна темле антӑхтаракан вӗри сывлӑшпа пӑчӑхтарса лартать, ун ҫине йывӑррӑн тиенсе, ӑна пӑвма пуҫлать… хум каллех каялла чакать, Тёмӑна ҫӑмӑл та ирӗк, вӑл куҫне уҫать те кравать ҫине тӑрса ларать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пӗррехинче, кӗрхи ӑшӑ каҫхине, икӗ кил-йыш ҫунса-ялкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрлӑ сенкер-кӑвак тӳпе ҫине пӑхса киленсе ларнӑ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ватӑлӑхра хӑйсене валли ӑшӑ кӗтес тупса — килӗ-ҫурчӗ хӑйсен мар пулин те, вӑхӑтлӑха кунта вӗсем хӑйсем хуҫа ӗнтӗ, — икӗ ватӑ лӑпкӑ та сӑпайлӑ пурнӑҫпа киленсе пурӑннӑ, ӗлӗк «ютра» чухне тӳсме тӳр килнӗ нушапа йывӑрлӑхсемшӗн халӗ ҫак тӳлек шӑплӑх килчӗ пуль тенӗ вӗсем.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл шӑхличӗ ҫинчи пӗтӗм шӑтӑкӗсене пӳрнипе хупларӗ те, килӗшӳллӗ те таса янӑравӗпе киленсе, октавӑри икӗ сасса харӑс шӑхӑртса кӑтартрӗ.Он закрыл пальцами все отверстия и взял на дудке два тона в октаву, любуясь полным звуком.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чи хавасланса, чунтанах киленсе шӑхлич каланӑ вӑхӑтра сисе пачӗ: тахӑшин пӗчӗк пӳрнисем унӑн пичӗ тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупса иртрӗҫ, алли тӑрӑх шурӗҫ, унтан темӗнле хӑвӑрттӑн, шӑхличе хыпашлама тытӑнчӗҫ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑйӗн музыкипе ҫапла чунтан хавхаланса, чӗтренсе янӑракан кӗввипе киленсе выртрӗ витере ҫав каҫхине Иохим.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл киленсе кайсах сире персе пӑрахнӑ пулӗччӗ.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫынсенчен ютшӑнса пурӑнакан, ҫутҫанталӑк илемлӗхӗпе киленсе тӑракан, анлӑ тӗнчен чаплӑ шӑплӑхне итлесе савӑнакан, курӑксем пуҫтаракан, чечексемпе, вӗҫен кайӑксемпе тата ҫӑлтӑрсемпе ҫеҫ интересленекен ҫав ҫын хӑрушӑ ҫын пулни курӑнать ӗнтӗ.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Петр Дмитриевичӑн мӑнукӗ Дмитрий Йӗпреҫе килсен уҫӑ тӳпе айӗнчи этнографи музейӗнче пулчӗ, йывӑҫ палӑксемпе, чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркипе паллаштаракан экспонатсене киленсе сӑнарӗ.
Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10
Старик ӗшеннӗ, халь вара чул ҫинче, халтан кайнӑ ҫын кану вӑхӑтӗнче пирвайхи минутсенче пурин ҫинчен те манса кайсах ларнӑ пек, киленсе кайса ларчӗ.
I. Хӑйӑр сӑрчӗн тӑрри // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Иккӗшӗ те вӗсем гренадерсен султанӗсем ҫине киленсе кайсах пӑхса ларчӗҫ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпир канса киленсе ларнӑ чухне, оливка йывӑҫсен хыҫӗнчен пӗр ача чупса тухрӗ.Пока мы наслаждались отдыхом, из-за оливковой рощи появился мальчик.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.