Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калани сăмах пирĕн базăра пур.
калани (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах мӗн калани илтӗнмест, аллине сулкалани ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Халь те, шӑппӑн ӑша ҫунтарса тӑриччен, ҫын ӑшне ҫунтарса тӑриччен, мӗн те пулсан калани аванрах пуль, анчах мӗн те пулсан ҫеҫ калас килмест ҫав, кирлӗ сӑмахсем халь-халь тупӑнассӑн туйӑнать, ҫавсене ҫеҫ калас килет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Турунов хӑйӗн ӗҫӗнчи ҫитменлӗхсем пирки, кӑмӑлӗн тӳнтер енӗсем пирки тӳррӗн калани, ӑслӑ та ҫивӗч шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ мана.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапах та (ҫакна лайӑх пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех) ку стройкӑра мана никам та сивӗ сӑмаха тивӗҫлӗ мар пек, тивӗҫлӗ пулас та ҫук пек, пӗри теприн ҫинчен хыттӑн, ҫиллессӗн калани пулман, пулас та ҫук пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шалт тӗлӗнсе, ҫурӑлса каяс пек тарӑхса тӑрать вӑл ман умра, — хӗрарӑм арҫын ҫине тепре пӑхса илчӗ те куҫне хӗсрӗ: тепӗр чух ӳстеререх калани те вырӑнлӑ тени пулчӗ ӗнтӗ ку.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чи кирли мӗн ҫырни-ҫке; тӗрӗссине ҫырни, тӗрӗссине калани, эппин.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алиса ҫапла калани ӑшри кунӗн-ҫӗрӗн сӳнмен вут ҫине краҫҫын сапниех пулчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑтӑр-шатӑр персе хума пултаракан Анюк та ним калама пӗлеймест, калама шухӑшласа тӑрать пулсан, Алиса ӳпкевӗнче тӗрӗсси пурах апла, Алиса халь ҫеҫ каланӑ сӑмахсене хирӗҫ калани кӑлӑхах ҫиеле тухма хӑтланни ҫеҫ-ха апла?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Степан Семенч кивҫен панӑ чухне пӗр ӗҫ тума тивӗ тесе калани кӑна кӑштах чуна пӑшӑрхантарчӗ, анчах кун пирки халех пуҫа ватнин усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫапах та вӑл калани ҫирӗпленмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвипе малалла кӗрешеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60454

— Эс ӗненместӗн пулсан «Пурнӑҫ курки» юрӑ пирки калани пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс тесе асаттесем-асаннесем пек ҫӗр ҫыртса тупа тума та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ямаш Ваҫҫи ҫинчен апла-капла калани мана урӑххине аса илтерчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи ватӑ тата сусӑр ҫынсене стационар пулӑшӑвӗ паракан уйрӑмӗн заведующийӗ Антонина Осипова Митта Ваҫлейӗн «Тӑван чӗлхем» сӑввине пӑхмасӑр илемлӗ калани питӗ килӗшнӗ-тӗр: 30 ҫултан аслӑрах конкурсантсен йышӗнче II степень Дипломпа чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Ак ҫак пӑшӑлтатса калани те ҫавӑн пекех, мӗншӗн тесен вӑл, тӗрӗссипе калас пулсан, манӑн ҫак самантри пурнӑҫӑн чи пысӑк енне кӑтартрӗ, ҫав ен вӑл — манӑн пӗчченлӗх.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӑршшӗпех мӗн калани тата вирхӗнсе вӗҫнӗ шухӑшсем сисмелле мар тунӑ вӑрттӑн ӑсталӑхпа чарӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтерчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӑх-ха Аня ҫине, рояльпе калани епле чиперлетет ӑна!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Коммунистсен партийӗпе Совет правительствин руководителӗсем литературӑпа искусство деятелӗсемпе тӗл пулса калаҫни, КПСС Центральнӑй Комитечӗн июньти Пленумӗнче Н. С. Хрущев юлташ литературӑпа искусствӑна малалла аталантарасси ҫинчен витӗмлӗ те ӑслӑ сӑмах тухса калани чӑваш писателӗсене те тата тухӑҫлӑрах, пӗтӗм вӑя парса ӗҫлеме хавхвлантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ӑна Киевпа Ташкент е Хура тинӗспе Балтика тӑрӑхӗнчи курортлӑ хуласем ҫинчен калани ытларах кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрӗн кулли те, ҫав икӗ сӑмаха мӗнлерех сасӑпа калани те килӗшмерӗ мана, вӗсенче темле сивлеклӗх пур пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кунашкал самантра ашшӗне урлӑрах сӑмах калани усӑсӑр: вӑл урнӑ пекех тулашма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех