Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтсен (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑвӑласа каланине илтсен хан хӗпӗртес вырӑнне пушшех тарӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм ун сӑмахне илтсен кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, мӗнле савӑнаҫҫӗ ӗнтӗ ялта Урасмета вӗлерни ҫинчен илтсен!

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсене илтсен сӗрекисене алӑран вӗҫертмесӗр тытса тӑракан ҫамрӑксем ун ҫине чӑр-р пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хыпара илтсен вӗсем ҫав кунах пурте ман пата чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Куна илтсен Улаҫка та сиксе тӑчӗ, алӑк енне пӑхса: «Хав! Хав!..» — вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Хур аҫи сасартӑк кӑшкӑрса янине илтсен йытӑсем те вӗрме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Эрхип сассине илтсен, пӗри те тепри: «Крли-и-и! Крли-и-и!» — криклетрӗҫ те пӗрин хыҫҫӑн тепри палт! палт! сике-сике вӗҫсе хӑпарчӗҫ, анчах тӳрех каймарӗҫ, малтан ҫӳлте, кӳлӗ тӗлӗнче пӗр ҫавра вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ, унтан кӑнтӑр енне ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Елюк хӑй ятне илтсен хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ, хыҫалти ретрен тухса пӗр виҫӗ утӑм турӗ те председатель патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эп ҫак сӑмахсене илтсен каллех хӗре хам ҫума пӑчӑртарӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кӑна илтсен, Санюк хавасланса кайрӗ, мана хӑй ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Уй, ара, юлатӑп-иҫ! — терӗ те Матӗрне машина сассине илтсен, васкасах тумланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Пирӗн сасса илтсен пичче вӑранчӗ, тӑрса ларчӗ, кӑкӑрне тытса ӳсӗрме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир, ҫакна илтсен, виҫӗ-тӑватӑ кун хушши вут ҫинчи пек ҫунтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакна илтсен, эпӗ куркари шыв ҫине пӑхма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Патша, чӑваш юррине илтсен, аллине сӗлтрӗ, тет те, пирӗн юрӑҫсене халӑх хушшинчен хӑваласах яма хушрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лашана ыранах сутас тенине илтсен, эпӗ хурлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте, ҫакна илтсен, кӗске сӑхманне тата ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те хӑвӑрт тухса кайрӗ, вара киле тӗттӗм пулсан тин каялла ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр вырӑссемпе калаҫнине илтсен, мӗн ҫинчен калать-ши ку тесе тавҫӑрса илме тӑрӑшаттӑм, анчах нимӗн те ӑнланаймастӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫак юрра илтсен, мана анса ларакан хӗвел ҫути те, анкарти хыҫӗнчи пӗччен хурӑн та ытла кичем, ытла хурлӑхлӑ пек курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех