Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Огуречников укҫана выҫӑ кашкӑр пек кап! ярса илчӗ те ик аллипе чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн тесен Ишек чиркӳне ик ҫӗр-виҫ ҫӗр ҫухрӑмри ялсенчен те чир-чӗрпе хӗне кайнӑ ҫынсем, йывӑр пурнӑҫпа тертленекенсем, упӑшкисем вӑрҫӑра вилнӗ хӗрарӑмсем, пысӑк ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑтмаха лекес текенсем, юратупа шар курниссм — йӑлтах, йӑлтах ҫакӑнта пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан хуралҫӑ курнӑ «вун ик мӑйракаллӑ шурӑ шуйттана» та хуҫи хӑй килне илсе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫичҫӗр вӑтӑрмӗш ҫулта, урӑхла каласан, пиртен пин те ик ҫӗр манерлӗ каяллах, Византин Лев Исавра ятлӑ императорӗ указ кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам вырса ҫапнӑ ик ҫӗр пӑтне пӗтӗмпех патӑм.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паласа ҫитме ик ҫӗр - виҫ ҫӗр метр каймалла.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан ик эрнене яхӑн кӗл чӑххи пек килте ларнӑ хыҫҫӑн чӑтаймарӗ, амӑшӗн кив кӗрӗкне тӑхӑнсах картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире, ик старике, ырӑпа асӑн.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ик ҫӗр тӗкӗрҫӗпе каҫрӑм та вӗсене килсерен салатса яма ирӗк патӑм, тӑвансем патне хӑнана пынӑ пек, пӗр-пӗччен сӗтел хушшине кӗрсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ытти мӑрсасемпе ҫапӑҫма пуҫлать те хӑйӗн илемне тухса тарать, Мамич-Бердей икӗ ҫул пуҫтарнӑ ҫара ик эрне хушшинче салатса пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ик ҫӗр ҫынпа каҫсан тапӑнма хӑяймаҫҫӗ тесе шутларӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна ҫавӑнтах иккӗн ик енчен алӑран ярса тытрӗҫ, сӗтел хушшинчен сӗтӗрсе кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ик ҫӗр юлан ута урамра юр ҫинче тытма май ҫуках ӗнтӗ, кӗтсе илме тухнӑ мӑрсасем сӗннипе юлан утсене кӳршӗсем патне вуншарӑн-вуншарӑн е хӑш-пӗр ҫӗре пилӗкшер-ултшарӑн вырнаҫтарса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗ Сӗнтӗр ялне ик ҫӗр юлан утпа пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Этем мар, вун ик пуҫлӑ йӗлмевӗс вӑл, Мамич-Бердей, — терӗ Исмен тарӑхнипе аллинчи хуҫнӑ ҫӑпатине сарлака сак айне ывӑтса.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса хӗр ачана ик алӑпа йӑтса илчӗ те ҫыран хӗрнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, турӑ, эй, пӳлӗхҫӗ! — терӗ вӑл куҫне ик аллипе хупласа.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ай-ай-ай! — пуҫне ик аллипе тытсах йынӑшрӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нургалие такам туртса илес пек, ӑна ик аллипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай вӑл тӑнне ҫухатса ҫӗре персе анать пуль тесе шутларӗ, ӑна ик хулӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех