Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ассӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ассӑн (тĕпĕ: ассӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман, вӑл пӗрре те шӳт туманнине кура, хӗр сисмелле мар ассӑн ҫеҫ сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пыл та ҫу, — ассӑн сывларӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, темле йывӑр япалана хулпуҫҫи ҫинчен антарнӑ пек, ассӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурпӗрех пӗрле ӗҫмелле пулать, — ассӑн сывласа илчӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара эсир ассӑн сывласа илетӗр те хӑвӑрӑн ӗҫпе малалла аппаланатӑр.

И вы с облегчением продолжите заниматься привычными делами.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Каллех тӑнне ҫухатрӗ пулас, — терӗ пӗри ассӑн сывласа илсе.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртре ассӑн сывлани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эх, кӑҫал та киле ҫитсе пулмасть пуль пиртен! — ассӑн сывларӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шывпики ассӑн сывласа илчӗ те калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑткӑ пек йышлӑ тутар ҫарӗ вырӑс ҫӗрӗсем еннелле мӗнле тухса кайнине куҫпа ӑсатсан, Танук-нойон савӑнӑҫлӑн ассӑн сывласа хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эпир вара, Тимуш, ҫирӗм ҫичче ҫитсе те мӑшӑрланайман-ха, — те хӑйӗнчен кулса, те пӑшӑрханса ассӑн сывларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ахаль мар ӑна ректора лартнӑ! — ассӑн сывларӗ Ковязин.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Улӑп пек ҫирӗпскер, кӗрнеклӗ те сарлака пӳ-силлӗ арҫын сӗтел ҫинче ик урине сарарах тӑчӗ те ассӑн сывласа илчӗ, стаканра мӗн пуррине йӑлтах ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эх, ачам! — ассӑн сывларӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эх, пурнӑҫ! — ассӑн сывларӗ Самук ывӑлӗ Ярахви.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Савӑнтартӑн, — терӗ Ахтупай ассӑн сывласа.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кун пек хурлӑхлӑ та сӑлӑк юрӑ тӗнчипе те ҫуккӑ пулӗ, — ассӑн сывларӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан та кала, иптеш, — ассӑн сывларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай яла кӗрсе кайнине курсан ҫеҫ ассӑн сывласа йӗри-таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кирек мӗн каласан та юратнӑ ҫав Ухтепи Тукая, тен, халӗ те юратать пулӗ; чӑнах ӗнтӗ, пӗрре тухса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл Тукай килне кӗрсе курман, хӑй ӳкӗннине кӑтартса мӑрса умӗнче нихҫан та ассӑн сывламан, ку таранччен унтан нимле пулӑшу та илмен, ҫапах та Тукая сивӗ сӑмах та каламан; мӑрса килсе кӗрсен ӑна чыслӑн кӗтсе илме тӑрӑшнӑ — арӑмӗ пек мар, ялти ытти ҫынсем тӳре-шарана кӗтсе илнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех