Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кушакӗ хӑнк та тумасть, шӑшисем ҫине хӑрах куҫӗпе те ҫаврӑнса пӑхмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ун умне хӑрах енчен кӑштах витсе пӗтермен, сарайпа выльӑх витисем курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӑрах алла икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал тытатӑп, хӑраххинче витре.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кайри хӑрах пӗҫҫине касса кайнӑ та ытти ашне юр ӑшне пытарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кӗҫӗр Мишавай сӑртӗнчи ҫурхи тулла колхоз шоферӗ Микин Геннадий машинӑн хӑрах урапипе таптаса ҫӗмӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӗшле йытӑ евӗр хӑлхисене лӑпчӑтса ҫил пек вӗҫтерекен лаша, плащ аркисене хӑлат ҫуначӗ пек варкӑштарса пыракан, хӑрах аллипе чӗлпӗр, тепринпе пӑшал тытнӑ хуралҫӑ самантрах айӑплӑ ҫын умне ҫитсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӑрах аллипе сӗтел ҫине тӗревленнӗ те врач ҫине куҫӗсене илмесӗр тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Вӑл ҫивӗтне хӑрах аллипе юсама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ачаранах хӑрах алли типсе ларнипе вӑл хӑйӗн аулӗнчен ниҫтах та тухса ҫӳремен, ытти халӑхсемпе хутӑшсах кайман.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑл ҫӗре кӗни маншӑн хӑрах ҫуната касса янӑ пекех туйӑнчӗ, эпӗ сасартӑк пӑшалпа персе ӳкернӗ вӗҫен кайӑк пек ҫӗр ҫине персе антӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫынни вӑтам пӳллӗ, тӗксӗм кӑвак пальто тӑхӑннӑ, хӑрах аллипе пысӑках мар сарӑ чемодан йӑтнӑ.

Человек был среднего роста, в темно-синем пальто, с небольшим желтым чемоданом в одной руке.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Чӑнах та, тепӗр кун ирхине, эпӗ, ыйхӑран вӑрансан, анне кӑмака патнелле хуран ҫӗклесе пынине куртӑм: манӑн хӑрах куҫ пӑртак уҫӑлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шараҫ пиҫиххийӗн хӑрах ярапи татӑлса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче хӑрах аллине пахилккепе ҫӑпатине йӑтнӑ, иккӗшӗ хуллен утса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран пӑрҫа ҫӑлас тенӗ чух манӑн халиччен хӗрелсе ҫӳрекен куҫ ытла та пӑсӑлса кайрӗ: хӗп-хӗрлӗ, пӗҫерсе тӑрать, хӑрах куҫӑм тӳсме ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Иксӗрӗн те анусем хӑрах йӑрана лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Атя, сана шапасемпе пӗрле хупатӑп, ҫиес килсен, чӑх пӑтратни ҫитеретӗп, — терӗ Шӗшлӗ, мана хӑрах алӑран хытӑ тытрӗ те арман патнелле талкӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑрах хул ӗнтӗ пачах ҫӗкленми пулчӗ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ыратать, туятӑп — типсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унӑн хӑрах аллинче вӑлта хулли, тепринче пӗчӗк чӗрес.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хамӑр пӳрт мана, урам енчен пӑхсан, хӑрах куҫлӑ ҫын евӗр туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех