Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Текех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа ун ҫинчен текех калаҫма та кирлӗ мар…

Так что и говорить об этом больше не стоит…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялти ҫынсем хушшинче Текех сӑмах сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫеҫен хирте путене, Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл юрлать; Туй килмест-и-ха тесе, Текех кӗрӳ йӗтетет.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Барон ӗмӗрлӗхе лӑпланчӗ, — Ним те ан кӗт текех унран, — Вӑрман хыҫне хӗвел, ак, анчӗ — Паян пӗртен-пӗр секундант.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӑтрат, парах та кӑларса, Вӑл тӑрӑлсан, текех ан тӗкӗн.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь вӑл хӑратӑр, Ҫук, тарҫӑ пулмӑпӑр текех: Паян-ыран, ак, император Ҫитсе кӑларӗ ирӗке. Вулар-ха акӑ васкамасӑр, Йӗркеллӗ, тӗплӗн, чарӑнса, — Никам ан юлтӑр ӑнланмасӑр, — Тӳрех эп парӑп куҫарса».

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Иртни вӑл — кӗл: вут тивертсен те Текех вӑл ҫунмӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун ҫинчен, Юрать, тапратмӑпӑр текех.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тытса тӑмарӗ хӗр текех, — Именчӗкне аран ҫӗнтерчӗ, — Вал туйӑмне вӗҫерӗнтерчӗ, Ӑсне кӑларчӗ ирӗкех.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫынсем тухса кайсан та вӑл часах лӑпланаймарӗ, текех пӳртре кускаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм: — Бригадир юлташ, ан вӑрҫ, Карачӑм ӗҫлеме пуҫларӗ! — терӗ те, Кӑтра Михала каланине текех илтес мар тенӗ пек, юриех вӑйлӑ газ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Липа каялла ҫаврӑнмарӗ, ҫук, унӑн текех Левентей патне кӗресси килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫамрӑк чухне хӗрсем патне те текех сирӗн яла чупатчӗ…

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, эпир санран пӗр-икӗ сӑмах илтесшӗн, — лӑпкӑн каларӗ текех чӑтса тӑрайман Укахви, ашшӗн йӗпе пиншакне кӑмака ҫине ҫакса.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юмансара куҫма вӑй ҫитес ҫук текех, хӗрхен пире пӑртак, Тукай ӗмпӳ…

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Текех ҫамрӑк та мар ҫав…

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен концерт курас тата кружока е секцие ҫырӑнас тесессӗн юнашар яла текех ҫӳремелле пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

«Поезд пирӗн ял ҫумӗнчи чарӑну вырӑнӗнчен текех ҫил пек вӗҫтерсе иртмест ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Эсир текех туйӑмсене ӑшра тытаймастӑр.

Вы больше не сможете держать чувства внутри себя.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ӗҫлекенсем текех кирлӗ мар пулӗ ӗнтӗ сире? — кӑна эпӗ ыйтрӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех