Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хӑмӑр куҫӗсем арҫынсем ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхаҫҫӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Упа ҫури пек лутака та патвар, куҫӗсем чакӑр, сӑмси пысӑк, чышкисем халех тукмак пек.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Арӑмӗ шак хытать, куҫӗсем чут ҫеҫ сиксе тухмаҫҫӗ.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Куҫӗсем унӑн ялкӑшса та чӑл-чал пӑхрӗҫ.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Куҫӗсем шывланса йӑлтӑртатрӗҫ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
«Хапха уҫса пар, Павӑл», — терӗҫ ун куҫӗсем.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Хуп-хура куҫӗсем ҫиҫсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Бианкӑн кӑштах хупӑннӑ куҫӗсем сӳнме ӗлкӗреймен-ха, вӗсем чӗрӗ чухнехи пекех ӑшшӑн та шухӑшлӑн пӑхаҫҫӗ, хускалмаҫҫӗ ҫеҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӑрӑмпа хуралнӑ пичӗ ҫинче унӑн пӗчӗк куҫӗсем кантӑк ванчӑкӗсем пек йӑлкӑшрӗҫ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Эсӗ Путене, эпӗ Чӗкеҫ пулам-и?» — ҫӗмӗрт пек куҫӗсем йӑлтӑр ҫиҫетчӗҫ Уҫтукӑн.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Элекҫейӗн шывлӑ куҫӗсем Тимушран йӗрӗнсе кулнӑн ҫуталаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ун куҫӗсем Григориу куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ун куҫӗсем хуллен ҫуталса-ҫуталса пычӗҫ, сухалне ӑшӑ кулӑ хускатрӗ.
XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Шанатӑп сана. Юрӗ, лӑплан», терӗҫ унӑн куҫӗсем.
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӑвак куҫӗсем уйрӑмах илӗртӳллӗ унӑн.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Анчах та куҫӗсем хӑйӗн СУ начальникӗ ҫине ыйтуллӑн, вӑл ҫапла ҫеҫ хуравласа калаҫнипе ҫырлахмасӑр тинкереҫҫӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫапла каларӗ те ман ҫине пӑхса илчӗ: «Ют ҫын умӗнчех чӗлхене чармарӑмӑр-ха та», терӗҫ ун куҫӗсем.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ырӑ ҫынпа мӗншӗн ҫапла суеҫтерсе калаҫан, хӗрӗм?» — терӗҫ карчӑк куҫӗсем.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хусканӑвӗсем йывӑртарах пек те, анчах куҫӗсем калама ҫук йӑрӑ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.